Депутатсен Пухăвĕн ларăвĕ

ИЮНĔН 16-мĕшĕнче Шăмăршă округ администрацийĕн çуртĕнче депутатсен округри Пухăвĕн черетсĕр 42-мĕш ларăвĕ пулса иртнĕ. Лару ĕçне округ администрацийĕн пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăха пурнăçлакан Александр Сатеев тата район прокурорĕн çумĕ Павел Макеев хутшăннă. Ларăва округри депутатсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Ермолаев ертсе пынă.

Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ çак ыйтусене пăхса тухнă: Шăмăршă муниципалитет округĕн 2025-çулхи бюджечĕ мĕнле пурнăçланни çинчен; ял старостисем çинчен калакан Положение çирĕплетесси; округ территорийĕнче пурăнакан уйрăм категорие кĕрекен граждансене тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕ уйăрса парасси çинчен калакан йĕркене çирĕплетесси; округри депутатсен Пухăвĕн маларахри хăш-пĕр йышăнăвĕ саккунлă вăйне çухатни çинчен.

Сỹтсе явнă кашни ыйту тăрăх тивĕçлĕ йышăну тунă.

Çакăнпа округри депутатсен Пухăвĕн ларăвĕ хăйĕн ĕçне вĕçленĕ.

Е.ЖОЛОБОВА.



19 июня 2026
13:58
Поделиться