Ентешсен пархатарлăхĕ Ростова та çитрĕ!

Патриотизм туйăмĕпе хĕмленекен икĕ ентешĕмĕр çак кунсенче Дон çинчи Ростов хулин çар госпитальне гуманитари пулăшăвне илсе çитерчĕç. Волонтерсенчен пĕри - Шăмăршăри Гелия Хамдеева, тепри - Карапай Шăмăршăра çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Юрий Тимофеев (выльăх-чĕрлĕхе сиплес енĕпе ĕçлекен çĕр-шывĕпех паллă хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи).

Ятарлă çар операцийĕн участникĕсене татти-сыпписĕр пулăшакан «кĕмĕл» волонтерсен ĕçĕ - виçесĕр, патриотизмĕ - иксĕлми. Салтакăмăрсене чи кирлĕ япаласемпе тивĕçтересси Гелия Керимулловнăшăн тата Юрий Александровичшăн кулленхи пурнăç йĕрки пулса тăнă.

... Хастар ентешĕмĕрсем аманнă салтакăмăрсемпе тĕл пулса сывлăхĕпе кăсăкланнă, чунтан тухакан сиплĕ сăмахпа вĕсене хавхалантарса хăварнă.

- Хỹтĕлевçĕмĕрсем Чăваш Енрен çитнĕ япаласемпе питĕ кăмăллă пулчĕç, - каласа парать Гелия Керимулловна. - Гуманитарие пухма хутшăннă кашни çынна чĕререн тав турĕç, вăл вĕсемшĕн питех те вырăнлине палăртрĕç.

- Кунта сипленекен ентешпе (амăшĕ - Карапай Шăмăршăран, манпа пĕр урамранах) ăнсăртран тĕл пулни пуриншĕн те кĕтмен парне пулчĕ, - савăнăçне пытараймасть Юрий Александрович. - Паллах, Чăваш Енрен, амăшĕн тăван çĕр-шывĕнчен, волонтерсем килни унра мăнаçлăх çуратрĕ ĕнтĕ.

Сăмах май, ку - Гелия Хамдеевăн 53-мĕш хут йĕркеленĕ гуманитари ĕçĕ. Юрий Александрович та СВО пуçланнăранпах çар госпиталĕсене гуманитари пулăшăвĕ парать, ятарлă çар операцийĕнче çапăçакан ентешсен çемйисене укçа-тенкĕпе пулăшать; вăл ертсе пыракан фермер хуçалăхĕ Донецкри аграри академийĕпе Тамбоври çар госпитальне шефа илнĕ.

Г.Хамдеева япала нумай пухнă: коляска (1 шт), нуски (100 мăшăр), шорты (11 штук), аялти йĕм (111 шт), футболка (107 шт), трико (17 шт), тельняшка-майка (нумай), тапочки (65 мăшăр), пеленка (нумай), памперс (150 шт), нỹрĕ салфетка (нумай), маска (100 шт), пĕр хутчен усă курмалли стакан (6 коробка), çăвăнмалли мунчала (8 шт), пылак çимĕç (нумай). Вĕсене туянма-хатĕрлеме çаксем хутшăннă: Гелия Хамдеева хăй тата вăл йĕркеленĕ «Кызлар-йолдызлар» тата «Йолдыз» ушкăнсем, «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» тата «Веçех - Çĕнтерỹшĕн» пуçару ушкăнĕсем, округ администрацийĕ, пенси фончĕн клиент службин коллективĕ, Любовь Диомидова (Çĕнĕ Тăрăн), Рузания Алеева, Лилия Алеева (Патирек), Галина Осипова (Асанкасси), Александр Ларионов (Шăмăршă) тата Гюзель Чаботаева (Патăрьел округĕнчи Шăнкăртам) уйрăм предпринимательсем, Палтиел вăтам шкулĕн 1981-çулхи выпускникĕсем, Людмила Иванова, Елизавета Кудрявцева (Шăмăршă), Ульяновскра пурăнакан вьетнамецсем, çавăн пекех Комсомольски район больницин пациентки тата ырă сунакан çын (ячĕсене каламан). Шăмăршă тĕп больницин хирурги уйрăмĕ тата уйрăм медицина ĕçченĕсем, Фенис Епеев (Палтиел), Патăрьел округĕнчи Шăнкăртам ялĕн гражданĕсем пысăк сумма укçа-тенке пĕрлехи кассăна хывнă.

Юрий Тимофеев вара 15 (!) коробка гуманитари япали янтăланă; вĕсем - питех те кирлĕ гигиена хатĕрĕсем тата ытти те.

Çапла, чун туртăмĕпе, патриотизм туйăмĕпе сăваплă ĕç тăваççĕ халĕ Гелия Хамдеевăпа Юрий Тимофеев пек вуншар-вуншар патриот. Çак пархатарлăх халĕ питех те кирлĕ. Килес Çĕнтерỹшĕн, мирлĕ тỹпешĕн...

Зинаида СВЕКЛОВА.



19 июня 2026
09:56
Поделиться