Интернатра - вĕренỹ
ÇАК кунсенче Карапай Шăмăршăри Интернат çуртра пушара хирĕç кĕрешмелли вĕренỹ иртнĕ. Унта Шăмăршăри 42№ пушар чаçĕпе Карапай Шăмăршăри ятарлă пост сотрудникĕсем тата Интернат çурт çумĕнчи ирĕклĕ пушар дружини хутшăннă.
Вĕренỹ вăхăтĕнче инкеклĕ лару-тăрура çынсене питĕ хăвăрт эвакуацилемелли тата шар курнисене малтанхи медицина пулăшăвĕ памалли майсене кăтартса панă, ал айĕнчи хатĕрсемпе вут-кăвара сỹнтерме вĕрентнĕ.