Июнĕн 20-мĕшĕ - Сывлăхпа спорт кунĕ

ИЮНĔН 20-мĕшĕнче Шăмăршă муниципалитет округĕнче Сывлăхпа спорт кунĕ иртет. Çак мероприятие 2014-çултанпа, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшỹллĕн, йĕркелеççĕ.

Сывлăхпа спорт кунĕнче Шăмăршăри «Туслăх» спорт шкулĕнчи бассейна тата вăй-хала çирĕплетмелли залсене тỹлевсĕрех кĕртеççĕ. Çитес Сывлăхпа спорт кунĕ июлĕн 18-мĕшĕнче иртĕ.



19 июня 2026
14:01
Поделиться