«Çỹле çĕкленекене мĕн хал çитнĕ таран çĕкленме пулăшар...»

«Çỹле çĕкленекене мĕн хал çитнĕ таран çĕкленме пулăшар...»

«КАДР» термин вырăс чĕлхине латынь чĕлхинчи «gadrum» сăмахран («тăват кĕтеслĕх») кĕнĕ тесе шутлаççĕ. Çак сăмахпа малтан - фотографире, унтан кинопа телевиденире усă курнă. Халĕ те усă куратпăр.

Кадр сăмахăн тепĕр пĕлтерĕшĕ - коллектив членне, пĕр-пĕр предприяти, учреждени çыннине кăтартни. Кунта Совет Союзĕн паллă ертỹçи Иосиф Сталин каланă историллĕ сăмаха аса илес килет: «Кадрсем пурне те татса параççĕ!» Çак сăмах 1935-çулта çар академийĕн выпускникĕсем умĕнче янăранă пулин те, халĕ те хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман. Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерствин кăтартăвĕ тăрăх, 2030-çулччен çĕр-шыв экономикине 73 миллион ытла çын кирлĕ пулать. Производствăра, наукăра, социаллă сферăра тата ытти çĕрте кадрсен дефицичĕ хытă палăрать.

Паян - технологи суверенитечĕн ыйтăвĕ çивĕч тухса тăнă чухне - тĕрлĕ отрасль валли ăста специалистсем хатĕрлесси уйрăмах кирлĕ задача пулса тăрать. Çĕр-шывра апат-çимĕç выçлăхĕ мар, кадр выçлăхĕ пуласси хытă шухăшлаттарать.

Таçта аякка каяр мар-ха, хамăр Шăмăршă муниципалитет округнех илер. Шел те, кадрсен выçлăхĕ пирĕн патăмăрта çивĕчленсех çитнĕ. Пĕр-пĕр пуçлăх ĕçрен кайсан ăна улăштарма çын тупаймасăр хăшкăлатпăр. Çак палăрăм ĕлĕкех сисĕнетчĕ. Парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ е райĕçтăвком председателĕ пулма ютри кадрсене илсе килсе лартнă. Районти пысăк предприятисемпе организацисене - промышленность комбинатне, вăрман хуçалăхне, вăрман пунктне - урăх районтан килнисем ертсе пынă. Больницăн тĕп врачĕ пулма та хамăр районта çуралса ỹснĕçынна тупайман. Совхоз директорĕ те кỹршĕллĕ район çынни пулнă.

Урăх çĕртен илсе килнĕ кадрсене тиркесе тăкас шухăш çук-ха ман, çапах та вырăнти çынсене ертсе пыракан ĕç валли хатĕрлеменнине хытă сивлетĕп. Пĕр пытармасăр каласан, кадрсемпе çав тери çителĕксĕр ĕçлетпĕр, пĕр пуçлăх та хăй хыççăн кама хăвармаллине татса калаймасть. Кадрсен резервĕ çук, аслă шкултан вĕренсе тухнă вун-вун пултаруллă çамрăка хамăр патăмăрта ĕçлеме хăварассишĕн тивĕçлипе тăрăшмарăмăр.

Чăнах та, ĕç вырăнĕсем пушă мар-ха, шалу илекенсем те пур. Çапах чунтан тăрăшса ĕçлекенсем ытларах кирлĕ. «Мана ĕçрен кăларсан ман вырăна кама лартĕç?» - тесе лăпкăн çеç пурăнакансем нумай.

Çапла, кама лартăпăр? Суйласа илмелĕх çыннăмăр юлмарĕ те, ирĕксĕрех ютран кам та пулин килсе «тилхепене» тытасса шанасси çеç юлать.

Çыннисем пур-ха, анчах вĕсемпе ĕçлеместпĕр, ăсталăха ỹстерме пулăшмастпăр. Çамрăк специалистсене хваттерпе тивĕçтерсен, çемьеллисене пурăнма кирлĕ услови туса парсан, ĕç укçипе кỹрентермесен пирĕн патăмăрта çирĕпленсе юлаççех. Шăпах çамрăксенче ĕнтĕ - Шăмăршă муниципалитет округĕн малашлăхĕ, халăх пурнăçĕ мĕнле пуласси. Вĕсене пуçаруллă пулнăшăн «путармалла» мар, пачах урăхла - тĕрĕс çул кăтартса, çĕклесе пымалла.

Çамрăксене шанмалла, ертсе пыракан вырăна лармашкăн пĕр хăрамасăрах килĕшекенсенчен пăрăнма тăрăшмалла мар. Ан тив, малтанласа унăн пуртех ăнса ан пытăр, хăнăхнăçемĕн ĕç йĕркеленсе каясса кĕтер. Ертсе пыма лартнă кадрсене пулăшма тăрăшар, сăмахпа та пулин хавхалантарар. Вара çав çын - хăйне халăх ырă суннине курса-туйса - йывăрлăхсене çĕнтермешкĕн тата та ытларах вăй хурĕ.

«...Эпĕ çавна пĕрре анчах курман. Çапла акă чăвашран хăшĕ те пулин мала туха пуçласан ыттисем ăна такăнтарма пăхаççĕ, çулне пỹлеççĕ. Вара унăн ырă ĕмĕчĕ татăлать, çине тăракансем хăйсем те тип-типĕ тăрса юлаççĕ. Эсир апла ан пулăр. Çỹле çĕкленекене мĕн хал çитнĕ таран çĕкленме пулăшăр», - çапла ăс парса каланă пирĕн Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев 105 çул каялла. Çак Халал пĕлтерĕшĕ паян та çивĕч, Иван Яковлевичăн сăмахне пурсăмăрăн та асра тытмалла тесе шутлатăп.

Ив.САЛАНДАЕВ.



19 июня 2026
14:02
Поделиться