Çỹллĕ курăк ăшĕнче...
ÇĂВА тухнăранпа ялсенчи ача-пăча площадкисене пĕчĕккисем выляма килесшĕн. Шел те, хăш-пĕр çĕрте площадкăсене кĕме май та çук: чĕр куççи çỹллĕш ỹснĕ эрĕмпе вĕлтрен витĕр иртме тивет. Ача-пăча валли хăйăр та кỹрсе тăкман. Пин-пин тенкĕ тăкакланнă патшалăх укçи сая кайни ял территори уйрăмĕсене пачах та пăшăрхантармасть-ши?