«Милĕк кирлĕ-и? - Акă!»
Шăмăршăри «Çывăххисем - юратнисем» çемье пĕрлĕхĕ йĕркеленипе, ятарлă çар операцийĕнче тăракансем валли милĕк хатĕрлеме май килчĕ. Аслисем ертсе пынипе, акцие центрти шкула çỹрекен Пирвайхисем те хутшăнчĕç. Çывăхри вăрман хĕрринче шăтса тухнă хурăн хунавĕсене пĕрлехи вăйпа касса тирпейлерĕç. Унтан милĕк çыхрĕç. Вĕсене çак кунсенче пĕр штурм бригадине çитернĕ те ĕнтĕ.
Акă вĕсем - акци йĕркелỹçисем тата ун хастарĕсем: Александр Цыганов, Мария Чувашова, Ольга Еремеева, Вера Хорькова, Зоя Морозова, Андрей Прохоров, Михаил Ванюшин, Вячеслав Ванюшин, Татьяна Ванюшина, Михаил Ильин, Роза Матвеева, Гелия Хамдеева, Андрей Кузьмин, Елена Гаврилова, Ольга Чернова.
Фронтран заказ килсех тăрать. Хỹтĕ левçĕмĕрсем тăван енре хатĕрленĕ милĕ ксене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Акцие кашниех хутшăнма пултарать. Ялсенче хатĕрленĕ милĕксене Шăмăрша çитермелле. Çыхăнмалли телефон: 8-927-860-92-93.
Вăрман çывăхĕнчи Патирек, Палтиел, Хайпăла, Ярăслав, Асанкасси, Пăчăрлă Пашьел, Чукал тата Карапай Шăмăршă тăрăхĕнчи ял çыннисем хатĕр çыхăсене хаçат редакцийĕн çуртне кỹрсе пама е маршрут автобусĕнчен парса яма та пултараççĕ. Редакци те «Салтаксене - милĕк» акци йĕркелет. Пирĕнпе çак номерпе çыхăнмалла: 8 (83546) 2-33-52.
Е.Жолобова,
тĕп редакторăн тивĕçне туса пыракан.