Наркотиксен серепине çакланар мар
Наркотик питех те хăрушă пулнине пĕлетпĕр, сиенĕ пирки кулленех илтетпĕр пулсан та, унăн серепине çакланакансен йышĕ пысăк.
Мĕн вăл наркотик? Словарь тăрăх - ỹсĕртсе хавхалантаракан е ыратнине туйми тăвакан наркăмăшлă эмел вырăнĕнче.
Кам вăл наркоман? Наркомание ернĕ çын. Наркомани вара наркотиксемпе пĕр чарăнма пĕлмесĕр усă курма туртакан чир пулни паллă.
Наркотик е ун йышши сиенлĕ япаласем çынсемшĕн çав тери хăрушă. Юлашки çулсенче хими хутăшĕллĕ наркотиксене Интернетри тĕрлĕ сайтсенче туянма сĕннĕ тĕслĕхсем ỹсни пăшăрхантарать. Хими хутăшĕсем çынсене кĕске вăхăтрах ăсран тайăлтараççĕ. Дезоморфин сиенĕ пирки сăмах та çук: 6 уйăх хушши çак хутăшпа усă курсан наркомансем «чĕрĕ вилене» çаврăнаççĕ. Кайран тухтăрсем те ăс-тăна, сывлăха тавăрма пулăшаймаççĕ, пурнăçне кăштах тăсма çеç пултараççĕ.
Наркотикпе наркомани ыйтăвĕ обществăна, вырăнти власть ĕçченĕсене хумхантарнипе пĕрлĕх полиципе прокуратура çыннисене те канăç памасть. Çакна шута илсех, Раççейре наркотиксене е ун йышши хутăшсене хатĕрлессипе тата вĕсемпе усă куракансемпе çивĕчрех кĕрешес тĕллевпе саккунсене çĕнетсех, вĕсене çĕнĕ улшăнусем кĕртсех тăраççĕ. Преступление хирĕç кĕрешнĕ çĕрте «Çамрăксем - наркотиксене хирĕç», «Наркотиксем ан пулччăр» йышши акцисемпе мероприятисем ирттересси йăлана кĕнĕ. Çавăн пекех çулленех профилактика тĕллевĕпе «Мăкăнь» операци ирттереççĕ.
Енчен те наркотик хатĕрĕсем сутнине е пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçарнине çирĕплетекен информаци пулсан, çийĕнчех Шăмăршăри полици уйрăмне пĕлтерме ыйтатпăр.
Н.ПОЛИКАРПОВ,
район больницинчи врач нарколог.