«Ниме - Халăх бюджечĕ» проект - ĕçре
ÇАК кунсенче А.Макаров уйрăм предприниматель Шăмăршăри Луговая урамри çула юсама пуçăнĕ. Çак пысăк ĕç Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Ниме - Халăх бюджечĕ» проекчĕпе пурнăçланать.
Асăннă проектпа В.Ярмушов уйрăм предприниматель Шăмăршăри Уруков урамĕнче автомашина вырнаçтармалли вырăн (автомобильная стоянка) ăсталанă. Водительсем çак ĕçе ырласа йышăнчĕç.
«Ниме - халăх бюджечĕ» проектăн уссине пуянкассисем те курса ĕненчĕç: «Дорстарт» ООО Павлов урамĕнчи тата Ленин урамĕпе Карл Маркс урамĕ хушшинчи тăкăрлăкри çула тĕпрен юсаса тухнă.