Ниме, сывлăх сыхлавĕ, культура...
ИЮНĔН 17-мĕшĕнче республикăра - çав шутра Шăмăршă округĕнче те - Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ.
Унăн темисем:
- Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Ниме - Халăх бюджечĕ» проекчĕ мĕнле пурнăçа кĕни çинчен.
- Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Сывлăх патне - утăм» проекчĕ çĕнĕрен ĕçлеме пуçласси çинчен.
- Ялта куçса çỹрекен нумай функциллĕ культура центрĕн (автоклуб) ĕçне йĕркелесе ярасси çинчен.
- Ачаллă çемьесене социаллă пулăшу памалли мерăсене пурнăçа кĕртесси çинчен.
Пĕрлĕхлĕ информаци кунне ирттерме Шупашкартан Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков, Шупашкарти ентешлĕх председателĕ Радимир Егоров тата Патăрьел округĕнчи уйрăм предприниматель Леонид Кузнецов килнĕ. Вĕсемокруг администрацийĕн пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăха пурнăçласа пыракан Александр Сатеевпа пĕрле округ администрацийĕнче иртнĕ анлă канашлу ĕçне хутшăннă.
Канашлура Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнчи кашни ыйтăвах тĕплĕн сỹтсе явнă, ыйтусем çине хуравланă.
Çак кунах информаци ушкăнĕ Палтиел ялĕ çывăхĕнчи шыв управĕнче, «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕнче тата Асанкассинчи йывăçа ĕçе кĕртекен цехра пулнă, кунта тăрăшакансемпе курса калаçнă, округ администрацийĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăннă.
А.АЛЕКСАНДРОВА.