Нумай-и, сахал-и - пур пĕр сиенлĕ

КУННЕ пĕр черкке ĕçни те рак чирĕ аталанассине хăвăртлатать. Спиртлă шĕвекĕн хăрушсăр виçи çук. Вăраха кайнă 60 тĕрлĕ чир ĕçкĕпе çыхăннă. Медиксем шутланă тăрăх, «виçине пĕлсе ĕçмелле» тени, ресторансемпе кафесен шучĕ ỹссе пыни рак аталанмалли сăлтава та ỹстерет.

Спиртлă шĕвек ĕçни майĕпен-майĕпен ăс-тăна, астăвăма, ыйха çухаттарать. Куллен тата вăраххăн ĕçекен çамрăк çынсен пĕверĕ ĕçлеме чарăнни ытларах тĕл пулма пуçларĕ.

Шел те, çул çитменнисемпе çамрăксемшĕн паян сăра ăш хыпнине пусармалли шĕвек пулса тăчĕ. Сăра сиенсĕр тени - суя. Унри хутăшсем юн тымарĕсене сараççĕ. Пĕвере юн пуçтарăнни пĕверĕн клеткисене пусать, вĕсен ĕçне пăсать, чылай чухне чарсах лартать. Çавна пула чĕре йывăррăн ĕçлеме пуçлать, чĕре мышци «чĕрĕ мотор» вăйне çухатать. Юн тымарĕсенче углевод, тăвар, шыв ытлашши пулнипе тула хăвалать, çавна пула организмри сывлăхшăн кирлĕ минерал веществисем тухса каяççĕ.

Çапах та чи хăрушши - сăрара алкоголь пурри. Çамрăк организм сăрана питĕ хăвăрт хăнăхать. Çакă алкоголизм чирĕ патне илсе пыма пултарать. Сăра арçыннăн ар гармонĕсене пĕтерсе пырса хĕрарăм ар органĕсене çуратать. Çакă сăн-питре те, кĕлеткере те палăрать: арçынсен кăкăрĕсем хăпараççĕ, пĕç шăммисем сарăлаççĕ, хĕрарăмсен вара сасси хулăнланать, пуçĕ шаклаланать.

Пĕтĕмлетсе çакна калама пулать: хуть те мĕнле алкоголь шĕвекĕ те, кирек мĕнле виçепе ĕçсен те, организмшĕн сиенлĕ. Сывлăхшăн чи усăлли - эрех-сăрана пачах та ĕçменни.

О.ПОЛКОВНИКОВА,

Шăмăршă район больницин врачĕ.



19 июня 2026
14:31
Поделиться