Палăк умĕнче

Шăхаль ялне кĕрсенех

Палăк ларать курăнса.

Иртен-çỹрен пĕрмаях

Пуçне таять чарăнса.

Палăк çумне вырнаçтарнă

Асăну хăмисене.

Йĕрке пĕрĕн çырса хунă

Паттăрсен ячĕсене.

104-ăн вăрçа кайнă

Пĕчĕк Шăхаль ялĕнчен.

Килнĕ 58-ăн Хаяр вăрçă хирĕнчен.

Çĕнтерỹпе вĕçленнĕ вăрçă.

Çитрĕ 81 çул.

Ял халăхĕ пуçтарăнчĕ

Палăк умĕнче çак кун.

Пуçне тайса, ватти-вĕтти

Чечек хурать палăк умне

Сума суса салтаксене -

Ĕмĕр манми паттăрсене.

Ачалăхне аса илеççĕ

«Вăрçă ачисем» куççульпе,

Çамрăк ăрушăн кулянаççĕ.

Çỹлти Аттемĕр, хĕрхенсем.

Сăмах параççĕ çамрăксем -

Ветерансен мăнукĕсем.

Тăван çĕр-шыва юратма,

Йывăр вăхăтра пулăшма.

Галина АФАНАСЬЕВА,

Кахăрлă Шăхаль ялĕ.



19 июня 2026
14:26
Поделиться