Подрядчик - тăрăшать, халăх - пулăшать

Подрядчик - тăрăшать, халăх - пулăшать

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Пуçлăхĕн «Ниме - Халăх бюджечĕ» проекчĕ Шăмăршă муниципалитет округĕнче мĕнле пурнăçланса пыни çинчен хамăрăн хаçатра çырсах тăратпăр. Хальхинче Виçпỹрт Шăмăршă ялне çитсе курар. Кунта «Дорстарт» ООО ял масарне тирпей-илем кĕртет. Кивĕ картана сỹтсе çĕннине тытни хăех лайăх улшăну пуррине çирĕплетет.

Ку çеç те мар: масар çывăхĕнче автомашинăсене лартмалли вырăн тăваççĕ. Унччен техникăна ăçтан килнĕ - çавăнта лартса хăварнă пулсан, малашне кунта та çирĕп йĕрке пулĕ.

Подрядчика ял халăхĕ те пулăшма тăрăшать, тирпей-илем субботникне хастар хутшăнать.

Е.ЖОЛОБОВА.

 



19 июня 2026
14:07
Поделиться