«Пурнăçра - çĕр тĕрлĕ пăрăнăç...»
ЖУРНАЛИСТИКĂРА 50 çул ытла ĕçленĕ май, тĕрлĕ професси çыннинчен интервью илме тивнĕ. Çапах та çак интервью ыттисенчен пачах та урăхла, совет самани вăхăтĕнче ăна ăçта та пулин пичетлесси пирки сăмах та пулма пултарайман. «Мĕншĕн?» - тетĕр-и? Акă мĕншĕн: интервью параканĕ - коррупци статйипе айăпланса тĕрмере ларса килнĕ çын. Паллă сăлтавпа, ятне-шывне асăнмастăп, ытти вара пурте - чăн сăмах. Интервью паракана Константин Иванович тесе чĕнĕпĕр.
- Константин Иванович, Эсир темиçе çул каялла судпа айăпланнине, ун хыççăн Сирĕн пĕр колонире кирпĕч те шутлама тивнине пĕлетĕп. Тĕрмере ларнă чух сăвă та çырнă иккен, вуласа параймăр-ши?
- Ыйтатăрах пулсан, итлĕр:
«Начальник крал все сам (был тертый расхититель),
Но замести следы был нужен заместитель».
Ку - хам çырни. Эсир тата аслă поэт Владимир Маяковский çырнине итлесе пăхăр:
«Неужели и о взятках писать о э т а пм?
Дорогие, нам некогда. Нельзя так.
Вы, которые взяточники,
Хотя бы поэтому, не надо, не берите взяток!»
Пĕлетĕр-и: Маяковский взяткăна халалласа гимн та çырнă. «Гимн взятке» ятлă вăл:
«Пришли и славословим покорненько тебя, дорогая взятка,
все здесь, от младшего дворника
до того, кто в золото заткан».
- Лайăх, витĕмлĕ йĕркесем! Каçарăр та тỹррĕн ыйтнăшăн: Эсир коррупципе çыхланасси хăçан пуçланчĕ?
- Мĕн пытармалли: «Пурнăçра - çĕр тĕрлĕ пăрăнăç», - тесе ахальтен каламан ваттисем.
Эпир пурте лайăх пурăнасшăн: тутлă çиесшĕн, капăр тумланасшăн, илемлĕ çурт-йĕр лартасшăн, чаплă автомашина туянасшăн. Пĕлетĕр ĕнтĕ, тар кăларса ĕçленипе кăна çак пĕтĕм ырлăха курма йывăр, тепĕр чухне май та çук. Вара ирĕксĕрех çăмăлрах меслетпе пуймалли çул-йĕр шыратăн. Çапла тума саккун чарать пулин те, чееленме тăрăшатăн.
Эпĕ бизнеспа аппаланма тытăнтăм. Аталанма çул паччăр тесе, тĕрлĕ шайри яваплă çынсене темиçе хутчен те взятка пама тиврĕ. Анчах: «Уй - куçлă, вăрман - хăлхаллă», - тени тĕрĕсех иккен. Пĕр пуçлăха взятка панă чух йĕрке сыхлавçисем мана алăранах ярса тытрĕç. Вĕсене техника хатĕрĕсемпе усă курни (аудио, видео) пулăшрĕ, мана пăркалансатỹрре тухма адвокат та пулăшай- марĕ.
Çапла вара суд Раççей Федерацийĕн Уголовлă Кодексĕн 291-мĕш статйипе çирĕп айăпларĕ: должноçри çынна уйрăмах пысăк взятка панăшăн 2 çула ирĕкрен хăтарма йышăнчĕ.
Пысăкрах срок пама та - 7 çул таран хупса усрама та - пултарнă вĕт-ха.
- Константин Иванович, Эсир саккуна лайăх пĕлни сисĕнет. Юриста вĕренмен-и?
- Çук - хам тĕллĕн çеç шĕкĕлченĕ. Федерацин 2025-çулхи июнĕн 23-мĕшĕнче йышăннă 218- ФЗ № саккунĕпе должноçри çынна пысăк сумма взятка панăшăн 1 миллион тенкĕрен пуçласа 3 миллион тенкĕ таран штраф тỹлеттерме е 7 çултан пуçласа 12 çул таран ирĕкрен хăтарма пултараççĕ.
- Взятка илекене мĕнле айăплав кĕтет?
- Раççей Федерацийĕн Уголовнăй Кодексĕн 290-мĕш статйипе камран та пулин взятка илнĕ должноçри çынна 10 çул таран тĕрмене хупма тата пысăк штраф тỹлеттерме пултараççĕ. Ирĕке тухнă хыççăн вĕсен 7 çул таран пĕр-пĕр должность йышăнма та юрамасть.
- «Пысăк взятка» тени çав тери нумай суммăна пĕлтерет-ши?
- Уголовлă Кодексăн 291, 291.1-,294.1- тата 304-мĕш статйисенче пысăк взятка тесе - 25 пин тенкĕрен иртнине, питĕ пысăк взятка тесе - 150 пин тенкĕрен иртнине, çав тери пысăк взятка тесе 1 миллион тенкĕрен иртнине шутламалла тесе каланă.
Сире - опытлă журналиста - çапла шанса калатăп: енчен те Сирĕнтен хистесех взятка ыйтаççĕ пулсан, калаçăва диктофонпа çырса илме тăрăшăр. Иккĕмĕшĕ - вăхăта тăсса пырăр. Взятка ыйтни пирки право йĕркине сыхлакан органсене пĕлтериччен квалификациллĕ адвокат пулăшăвĕпе усă курăр. Ун пек тусан çеç Сирĕн правăра шанчăклăн хỹтĕлеме пулĕ. Суд сăмахпа каланине çеç - çирĕплетекен факт пулмасан, - ĕненмесен те пултарать, взятка илме хăтланакансем Сире - «суйса элеклет» тесе - хăвăрах айăплама та пултарĕç.
Хамăн пурнăçра урăхран нихăçан та взятка парасси е илесси çинчен шутламастăп тесе шантарсах калатăп. Ĕмĕре тĕрĕс пурăнса ирттересчĕ, хамăн ачасене те, мăнуксене те çавнах калатăп.
Маларах асăннă Владимир Маяковскин «Что такое хорошо, что такое плохо» сăввине кăштах улăштарса çапла каласшăн:
«Чтоб спокойно было спать
Позабудь про взятки.
И не надо здесь играть
С государством в прятки!».
Ив.САЛАНДАЕВ.