«Çĕр çинчи илеме алă тăвать»
Çак ятпа Виçпỹрт Шăмăршă ялĕн вулавăшĕнче ăсталăх класĕ иртрĕ. Шкула çỹрекен хĕрачасемпе арçын ачасем илем тĕнчине лекрĕç. Вĕсем шăвăç банкăсенчен илĕртỹллĕ шкатулка-ваза тума вĕренчĕç. Ĕç хатĕрĕсем вырăнĕнче вара пусма, чĕнтĕр, çип пулчĕç. Савăтсене кирлĕ япала хума усă курĕç.
Çитĕнекен ăрăва пĕчĕкрен илеме туйма вĕрентни питĕ кирлĕ.
Л.ЕГОРОВА,
Виçпỹрт Шăмăршă ялĕн библиотекарĕ.