Республика кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

ИЮНĔН 24-мĕшĕнче Чăваш Ен хăйĕн чи пысăк уявне - Республика кунне паллă тăвать.

Çак кун пирĕншĕн кашниншĕнех хăйне евĕр, пĕлтерĕшлĕ кун. Тăван Чăваш Ен - наци йăли-йĕркипе мăн асаттемĕрсен ăс-хакăл еткерлĕхĕ типтерлĕн сыхланса упранакан, расна тĕне ĕненекен тĕрлĕ халăх çыннисем туслăн та килĕштерсе пурăнакан çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ çĕр-шывĕ.

Эпир пурте республикăн хальхи пурнăçĕпе унăн пуласлăхĕшĕн тăрăшатпăр, кашнин пултарулăхнех туллин уçса пама пулăшакан лайăх майсем йĕркелетпĕр, экономикăпа промышленность вăй-хăвачĕн, ял хуçалăхĕн ỹсĕмне тивĕçтеретпĕр, социаллă сферăна аталантаратпăр. Чăваш çĕрĕн чи маттур ывăл-хĕрĕ паян ятарлă çар операцийĕнче Тăван çĕр-шыва хỹтĕлесе пысăк паттăрлăх кăтартать, тылра фронта пулăшать.

Чăваш Республики - 106 çулта! Тăван округ çыннисене Республика кунĕпе чĕререн саламлатпăр. Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕнчи сумлă сăмахсем яланах хăватлăн янăраччăр: «Тăван çĕр-шыв, Тăван çĕр-шыв, мухтав сана, юратнă çĕр- шыв!»

Е.ЖОЛОБОВА,

«Шăмăршă хыпарĕ» хаçат тĕп редакторĕн тивĕçне пурнăçлакан.



19 июня 2026
13:54
Поделиться