Республика шайĕнче палăрнă

Республика шайĕнче палăрнă

Республика шайĕнче «Библиошырав-2026» професси ăсталăхĕн конкурсĕ иртнĕ. Йĕркелỹçи - «ЧР ачасемпе çамрăксен библиотеки» БУ.

Мероприяти тĕллевĕ: çамрăксемпе ĕçлессинче чи лайăх мелсемпе меслетсене палăртасси, библиотека специалисчĕсен квалификацине ỹстересси, библиотекăна çамрăксемпе хутшăнмалли хальхи чи кирлĕ территорие çавăрасси.

Конкурса çамрăксемпе ĕçлекен организацисен ертỹçисем хутшăннă. Çак пĕлтерĕшлĕ конкурсра Шăмăршăри Мультикультура библиотекин ача-пăча уйрăмĕн заведующийĕ Ольга Паймина профессин çỹллĕ ăсталăхĕпе палăрнă, хавхалантару Дипломне тата хаклă парнене тивĕçнĕ.

- Ольга Николаевнăн ĕçне пысăк хак панă ятпа чунтан савăнатпăр, - теççĕ ĕçтешĕсем. - Ку çитĕнỹ - библиотека системин пĕрлехи çитĕнĕвĕ.

И.ТИМОФЕЕВА,

округри централизациленĕ библиотека системин директорĕ.



19 июня 2026
14:08
Поделиться