Шăпчăк юрриллĕ çур аки е çĕр ĕçченĕн чунĕ мĕншĕн савăнать?
«КĂÇАЛХИ çур акине тăри юррипе пуçларăмăр та, шăпчăк юррипе вĕçлерĕмĕр», - çапла ытарлăн каларĕ Пулмантăш фермерĕ Валерий Симурзин.
Июнь уйăхĕн пĕрремĕш вунă кунлăхĕ иртрĕ пулин те, ака агрегачĕ хиртен тин çеç таврăннă. Сивви те, йĕпи-сапи те хытă чăрмантарчĕç кăçал çĕр ĕçченне, вăрман хĕрри халĕ те лайăх типеймен-ха. Апла пулин те вăраха кайнă çур аки вĕçленчех: хирте паян чуна савăнтарса калча ешерет.
«Тырă акрăм , çĕр улми лартрăм - пĕртте канса курмарăм»
«ЕНЧЕН те фермер хуçалăхне унчченхи пек ят пама хушсан, эпĕ «Пучах» тенĕ пулăттăм, - терĕ Пулмантăш фермерĕ Валерий Симурзин.
40 гектар - урпа, 40 гектар - сĕлĕ, 40 гектар тулă акнă Николай Храмов механи- заторпа иккĕшĕ. 8 гектар çĕр улми лартнă. Çурхи тырă та, «иккĕмĕш çăкăр» та лайăх шăтнă. Çĕр улми кăпкалатмалăх та çĕкленнĕ.
«Тырă акрăм, çĕр улми лартрăм - пĕрре те канса курмарăм. Паян - эсиркилнипе усă курса - канмалли кун тăван-ха», - шỹтлет фермер.
Мĕн канни унта? Ыран акă çум курăкпа кĕрешсе тыр-пула наркăмăшлă препаратпа пĕрĕхесшĕн. Колорадо нăрри те тĕлĕрмест: часах çĕр улмине унран та хỹтĕлеме тивет.
Çакăн пек хĕрỹ ĕçре иртет фермерăн кашни кунĕ.
«Эпир - сахаллăн, анчах тельняшкăпа!» - теме юратать Валерий Симурзин. Çамрăк чух Тинĕс çар Флотĕнче службăра тăни те ăна йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма вăй-хăват парать.
Чунтан тăрăшни ỹсĕм тума пулăшать
ÇАК кун эпир округри кашни фермер хирнех çитсе куртăмăр темелле. Шăмăршăри - Александр Егоров, Карапай Шăмăршăри - Владимир Алексеев, Олег Хлюкин, Татьяна Иванова, Асанкассинчи - Сергей Данилов, Кивĕ Чукалти - Екатерина Чамеева, Анат Чаткасри - Елена Пондякова, Петр Майоров, Андрей Юнкеров, Пуянкассинчи - Надежда Угарина, Кахăрлă Шăхалĕнчи Геннадипе Олег Макаровсен хирĕсем уйрăмах кăмăла çĕклерĕç.
Пуянкассинчи «Колос» Агрофирма» ОООпа Виçпỹрт Шăмăршăри «Победа» ООО та çур акине чун савăнмалăх ирттернĕ. Хирте пĕр шăйрăк та кураймăн - талккишпех «пурçăн кавир» сарăлса выртать. Кĕрхи тулă пучах кăларнă ĕнтĕ. Пăрçата кунсерен хĕвел патнелле çĕкленет. Ытти культура та вĕсенчен юлмасть: тар тăкса акни пысăк тухăçпа савăнтарасса кĕтетпĕр.
Выльăх-чĕрлĕх усракан фермерсем утă çулаççĕ. Александр Егоров утăра Руслан Кудряшов механизатор тăрăшса ĕçленине палăртрĕ.
«Кăçал утă нумай пулмалла, çавăнпа та сенаж хатĕрлесси пирки халех шутламастăп-ха», - пĕлтерчĕ Александр Петрович. Пĕлтĕрхи сенаж та пайтах пурри çинчен те асăнчĕ. Куккурус та лайăх шăтса тухнă - паха силос хатĕрлесен выльăх-чĕрлĕхе çулталăк çурă тăрантармалăх та çитмелле.
Çỹлте асăннă фермерсенчен нумайăшĕ çу паракан культура - хĕвел çаврăнăш çитĕнтерет. Анат Чаткасри Елена Пондякова фермер хуçалăхĕн управляющийĕ Григорий Кашкоров каланă тăрăх, хальхи вăхăтра хĕвел çаврăнăшран тупăшлăрах культура урăх çук.
«Соя та тупăшлă, - хушса хучĕ Виçпỹрт Шăмăршăри «Победа» ООО генеральнăй директорĕ Виктор Алексеев. - Сăра тумалли урпа та - укçа çăл куçĕ. Эпир ăна 310 гектар акрăмăр. Хĕвел çаврăнăш - 380, рапс 190 гектар йышăнаççĕ».
Виçпỹртсен соя культури... Асанкасси çĕрĕ çинче çитĕнет. Çапла, çĕре ахаль вырттарас мар тесе, кунти хире «Победа» арендăна илнĕ. Шăмăршăри Александр Егоровăн хĕвел çаврăнăшĕ те Чукал ял территори уйрăмĕнчи Улмаллă çĕрĕ çинче ỹсет. Карапай Шăмăршăри Татьяна Иванова фермер Васан тăрăхĕнче тырă çитĕнтерет...
Ĕçчен çынсене мухтамалла кăна!
Эх, Çырли - чи тутли!
ТУТАРСТАНР И Çĕпрел районĕнчи «АгроТрансПорт» ООО Пашьел - Чукал таврашĕнчи 680 гектар ытла çĕрпе усă курать, тĕрлĕ культура çитĕнтерет.
Общество управляющийĕ, Тутарстанăн тава тивĕçлĕ агрономĕ Ильдар Усманов пире кашкăр çырлипе (вырăсла ячĕ - жимолость) хăналарĕ. Çак çырлана вунă гектара яхăн лаптăк çинче çитĕнтереççĕ иккен. Витаминсемпе пуян çимĕçе тĕрлĕ хулана - ытларах Хусана - ăсатаççĕ. Сутса самаях укçа-тенкĕ тăваççĕ.
Эпир те кỹршĕсенчен кая мар иккен. Çакна Пăчăрлă Пашьел ялĕ çывăхĕнче Александр Улюкинпа Андрей Копылов çĕр çырли çитĕнтернине курса ĕнентĕмĕр. Икĕ çамрăк çын 3 гектар çĕре «çăтмах пахчи» тунă: пысăк тухăç паракан çĕр çырли лартса хăйсен бизнесне йĕркеленĕ.
Калчана шăварса тăраççĕ, тăпрапа вараланасран çырла йăранĕсем çине улăм сарнă. Ниçта та пĕр çум курăк курăнмасть - çав тери тирпейлĕ кунта. «Выставкăри пахча», - тейĕн.
«Пĕр гектарта 40 пин тĕп çитĕнет, - каласа парать Александр Улюкин. - Пĕр тĕп 500 грамран кая мар çырла пама пултарать. Эпир иккĕмĕш çул çеç ĕçлетпĕр-ха, малашне çырла лаптăкне те, тухăçа таỹстерме ĕмĕтленетпĕр».
Çырла ỹстерекен тепĕр фермер - Шăмăршăри Андрей Миронов. Чăваш ял хуçалăх академийĕнчен «ученый агроном» дипломне илсе тухнăскер, Андрей Анатольевич ултă çул хушши хăйĕн специальноçĕпе Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕнче тăрăшнă.
«Эпĕ икĕ гектар çинче хура хурлăхан çитĕнтерме тĕллев лартрăм, - терĕ Андрей Миронов. - Пысăк тухăç паракан сортсене туянтăм та лартса хăвартăм. Çапла иккĕмĕш çул çырла ỹстеретĕп. Хальлĕхе тупăшĕ нумаях мар, анчах шанăçа çухатмастăп: Шăмăршă халăхĕ эпĕ çитĕнтерекен экологи енчен тап-таса хурлăхана туянма пуçлатех тесе шутлатăп!»
Кăçал «çырла çулĕ» тесен те юрать пулĕ: кашни тĕм пысăк тухăç парасса шантарать. Тепĕр темиçе кунтан çырла пиçсе хуралĕ те, фермерпа ăна пулăшакан хĕрарăмсемпе ачасем пластмассаещĕксем çине татма пуçлĕç. Туянăр - пĕрре те ỹкĕнмĕр: çак пылак çырла çĕр тĕрлĕ чиртен сиплет тесе ахаль каламан пуль аслă ученăй тата сиплевçĕ Ибн Син Авиценна.
ХИРТЕН-ХИРЕ , пахчаран пахчана çỹренĕ чух пирĕн фермерсемпе ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисем пултаруллă пулнине, йывăрлăхсенчен хăраманнине, мал ĕмĕтпе пурăннине тепĕр хут курса ĕнентĕм. Пĕр-пĕринчен вĕренни, опытпа паллашни ĕçре кирлех. Акă Пăчăрлă Пашьелĕнче пулса курнă хыççăн Анат Чаткасри Петр Майоров фермерăн пуçне те çĕр çырли ĕрчетес шухăш пырса кĕнĕ. Мĕн, пулмĕ тетĕр-и? Çĕр - пур, пĕве тулли - шыв. Ĕçлекенсене таçта шырамалла мар - чаткассем «Восход» колхоз пахчинче тухăçлă улма-çырлапа пахча çимĕç çитĕнтернине манман-ха. Петр Фадеев пахчаçă яланах çапла калатчĕ: «Пирĕн çĕр çинче - мандаринпа лимонсăр пуçне - пурте çитĕнет. Ỹркенмелле кăна мар!»
Ỹркенес марччĕ-ха, çĕр çинче ĕçлесе ырлăх-пурлăх тăвасчĕ. Эпир - ял çыннисем, хамăрăн телее хулара шырар мар. Пирĕн тымар - ялта, хура çĕр çинче. Çакна асра тытар.
Ив.САЛАНДАЕВ.