«Сывлăх патне - утăм» проект - Акатуйĕнче

ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Сывлăх патне - утăм» проекчĕ ĕçлеме пуçласси çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Савăнăçлă хыпар: «Сывлăх патне - утăм» проект июнĕн 27-мĕшĕнче Шăмăршă Акатуйĕнче старт илет. Çак кун ипподромра медицина шатерне вырнаçтарĕç, тухтăрсем Акатуя килнисен сывлăхне тĕрĕслĕç тата кирлĕ консультаци парĕç.

График тăрăх, «Сывлăх патне - утăм» проектпа тухтăрсем округри кашни ялах çитме палăртаççĕ.

Н.ИЛЬИНА.



19 июня 2026
13:59
Поделиться