Сăваплă вырăна тирпейлерĕç
Анат Чаткас ялĕнчи волонтерсен ушкăнĕ (вăлах ятарлă çар операцине ăсатма хỹтлĕх карри çыхать) питĕ пархатарлă ĕç турĕ. Вăл Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене асăнса лартнă палăк территорине хыт хураран тасатрĕ, мемориал плитасене тата утма çулсене шăлчĕ, хỹмене сăрларĕ.
Хастар хĕрарăмсемпе пĕрле СВО участникĕсен амăшĕсем - Любовь Угасина тата Ольга Зиновьева та ĕçлерĕç. Çакă субботникăн пĕлтерĕшне татах çĕклерĕ.
- Ял варринчи палăк - эпир пурăнакан вырăн сăн-сăпачĕ, - теççĕ волонтерсем. - Ăна тирпей-хăтлăхра тытасси - кашнин тивĕçĕ.
Л.Николаева,
Анат Чаткас ялĕнчи волонтерсен ушкăнĕн ертỹçи.