«Туслăхра» туслăх çĕнтерчĕ

«Туслăхра» туслăх çĕнтерчĕ

САР ÇУ пек шăранса тăракан илемлĕ çăвăн кашни кунĕ ача-пăчана савăнăç парнелет. Округри шкулсен çумĕнчи кану лагерĕсенче те интереслĕ мероприятисем пулса иртеççĕ.

Акă çак кунсенче Шăмăршăри «Туслăх» спорт шкулĕнче лагерьсен Спартакиадине йĕркелерĕмĕр. Çамрăк спортсменсем 60 метра тата 4х100 м эстафетăра чупса, пĕр вырăнта сиксе, вĕрен туртса ăмăртрĕç, шашка, пионербол тата мини- футбол вăййисенче тупăшрĕç.

Çивĕч кĕрешỹре Палтиел вăтам шкулĕнчи «Дружба» команда - пĕрремĕш, Шăмăршă вăтам шкулĕнчи «Веснушки» - иккĕмĕш, Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕ çумĕнчи «Солнышко» лагерь команди виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.

Çу каçа «Туслăх» спорт шкулĕнче тĕрлĕ ăмăрту тата та нумай иртĕ-ха, округри ачасен тунсăхлама вăхăт та юлмĕ!

В.АНТОНОВ,

Шăмăршăри «Туслăх» спорт шкулĕн директор çумĕ.



19 июня 2026
14:10
Поделиться