Уçă пĕлĕт айĕнче - илемлĕ фильм

ИЮНĔН 11-мĕшĕнче республикăра «Уçă пĕлĕт айĕнче - кино» ятпа çĕнĕ проект старт илнĕ. Харăсах 24 уçă площадкăра çемье фильмĕ кăтартса çитĕннисемпе ачасен кăмăлне çĕкленĕ. Шăмăршăсем «Школа Бабы-Яги» приключениллĕ фильм курса савăннă.

«Уçă пĕлĕт айĕнче - фильм» проектпа çăвĕпех тỹлевсĕр кино курма пулĕ. Киноафишăра - патриотизм темипе ỹкернĕ «Тайна адмирала Ушакова», «Суворовец 144» тата «Испытание аулом» фильмсем.

Çакна палăртмалла: «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти пуçарнипе Чăваш Республикинче çĕнĕ 26 кинозал ĕçлеме пуçланă, вĕсене хальхи ыйтусене тивĕçтерекен экранпа, хăватлă проекторпа тата сасă системипе пуянлатнă.

Т.ДАВЫДОВА.



19 июня 2026
14:31
Поделиться