Ветерансем тĕл пулчĕç

Çарта çирĕпленнĕ туслăх - нимрен хакли! Çакна Германире тăнă Совет Çарĕсен ушкăнĕн (ГСВГ) кунне халалланă мероприяти тепĕр хут çирĕплетрĕ.

Июнĕн 9-мĕшĕнче Шăмăршăри Василий Никифоров генералмайор ячĕллĕ Кану паркне ГСВГ тата Варшава договорĕн ветеранĕсем - Германире тĕрлĕ çулсенче çар тивĕçне пурнăçланă арçынсем - пухăнчĕç. Хăнасем те нумаййăн пулчĕç; вĕсем Шăмăршă тăрăхĕнчен кăна мар, Улатăр округĕпе Ульяновск облаçĕнчен те килчĕç. Çавăн пекех уява округ администрацийĕн çумĕ Андрей Кокуркин, ГСВГ тата Варшава договорĕн ветеранĕсен Союзĕн Чăваш Республикинчи штабĕн начальникĕ Надежда Яловенко, Шăмăршăри «Веçех - Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕн ертỹçи Галина Веденеева хутшăнчĕç. Представительсем ГСВГ (1945-1994) йĕркеленнĕренпе 81 çул çитнĕ ятпа ĕнерхи салтаксене саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç, вĕсен çар служби хăй вăхăтĕнче Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланин тĕслĕхĕ пулнине палăртрĕç.

Паллă пулăм: ятарлă çар операцийĕн участникĕсене пулăшас- синче пысăк тỹпе хывакан «кĕмĕл» волонтерсене - Елизавета Яковлевăна (Кивĕ Шăмăршă) тата Гелия Хамдеевăна (Кивĕ Шăмăршă) - медальпе наградăларĕç. Хисеп!

Мероприяти участникĕсем çарти манăçми аса илỹсемпе пайланчĕç, ГСВГ тата Варшава договорĕн ветеранĕсене асăнса лартнă стела патне чĕрĕ чечексем хучĕç, асăнмалăх сăн ỹкерчĕк турĕç.

Паянхи куншăн патриотизмпа витерĕннĕ çак мероприяти çамрăк ăрушăн патриотизмла воспитани парассинче питĕ пĕлтерĕшлĕ.

А.Карзанов,

ГСВГăн округри уйрăмĕн председателĕ.



19 июня 2026
14:04
Поделиться