Акатуй

Акатуй

Уй-хирте ака вĕçленнĕ,

Ешерет хитрен калча.

Çĕр çынни ĕçре ĕшеннĕ -

Халь илер пăртак канса.

Акатуй паян, тăванăм,

Ипподром кĕтет пире.

Уява васкарĕ ялăм,

Савнăçпа тапать чĕре.

Ах, камсем-ши хыт юрлаççĕ?

Курăр, пĕлĕр - чукалсем!

Чаткассем те пит юлмаççĕ,

Юнашар - карапайсем.

Кĕрешеççĕ, вăй виçеççĕ,

Кам-ха юлĕ паттăра?

Хаклă парнесем кĕтеççĕ,

Чи чапли - така вара!

Лашасем те ăмăртаççĕ,

Ыткăнать шурри, хури...

Кăшкăраççĕ, ал çупаççĕ:

Кам-ши, кам чи маттурри?

...Туссемпе пĕрле ларатпăр,

Тутлă чей сăмаварта.

Пĕр-пĕрне телей сунатпăр,

Лайăх-çке Акатуйра!

Ив.САЛАНТАЙ.



26 июня 2026
14:50
Поделиться