«Дартс» вăййинче - пĕрремĕш!

ИЮНĔН 24-мĕшĕнче Шупашкарти Олимп резервĕсен Е.Николаева ячĕллĕ шкул стадионĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн парнисемшĕн спорт çемйисен фестивалĕ иртнĕ. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие Шăмăршăри Яковлевсен çемйи те хутшăннă (çемье пуçĕ - Михаил Юрьевич, унăн мăшăрĕ - Екатерина Сергеевна тата хĕрĕ - Кира).

Çивĕч кĕрешỹре Яковлевсен çемйи дартс вăййинче - пĕрремĕш, командăсен зачетĕнче вара пиллĕкмĕш вырăн йышăннă.

В.АНТОНОВ,

«Шăмăршă хыпарĕ» хаçатăн спорт тишкерỹçи (обозревателĕ).



26 июня 2026
14:56
Поделиться