«Эпĕ - çĕнĕ пин çуллăх хĕрарăмĕ» форум
ИЮНĔН 19-мĕшĕнче Шупашкарта «Эпĕ - çĕнĕ пин çуллăх хĕрарăмĕ» ятпа форум иртнĕ, унта Шăмăршă муниципалитет округĕн делегацийĕ те хутшăннă.
Форумра федерацин авторитетлă эксперчĕсем - Раççейри Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ тата телевидени ĕçченĕ Мария Ситтель, паллă психолог Любовь Розенберг, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева тата ыттисем тухса калаçнă.
Форум Чăваш Республикин Культура министерстви, Ял хуçалăх министерстви, регионти Хĕрарăмсен союзĕ тата «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти çумĕнчи Хĕрарăмсен юхăмĕ йĕркеленипе иртнĕ.
А.АЛЕКСАНДРОВА.