Икĕ салтак амăшĕ

- ЭПĔ хамăн ывăлсем Тăван çĕр-шывшăн юрăхлă çитĕннишĕн савăнатăп тата вĕсемпе мухтанатăп, - тет Пуянкасси ялĕнче пурăнакан Лидия Антонова.

Лидия Павловна - пилĕк ача амăшĕ. Нумай çул хушши ялти «Колосок» ача садĕнче тăрăшнă. Çав вăхăтрах ачисене те тивĕçлĕ воспитани панă. Лидия Павловнăн пĕр ывăлĕ Сирире çар тивĕçне пурнăçлать. Тепĕр ывăлĕ ятарлă çар операцийĕнче Тăван çĕр-шыва хỹтĕлет.

Çак кунсенче Пуянкасси ял территори уйрăмĕнче ĕçлекенсем тата мĕн пур тăванĕ Лидия Павловнăна çуралнăранпа 70 çул çитнĕ ятпа чун-чĕререн саламларĕç, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕç.

С.ПЕТРОВ.



26 июня 2026
14:55
Поделиться