Конкурс ялсене илемлетме пулăшĕ

ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕн администрацийĕ июнĕн 25-мĕшĕнче «Территорие чи лайăх ешĕллентерекен тата тирпей-илем кỹрекен» ятпа иртнĕ конкурса пĕтĕмлетнĕ, çĕнтерỹçĕсене июнĕн 27-мĕшĕнче пулакан Акатуйра чыслĕç.

Конкурса ял территори уйрăмĕсем, килти хуçалăхсем тата предприятисемпе учрежденисем хутшăннă. Вĕсене «Тирпей-илемшĕн тăрăшакан чи лайăх ял территори уйрăмĕ», «Тирпей-илемшĕн тăрăшакан чи лайăх предприяти, учреждени тата организаци» тата «Чи тирпейлĕ кил-çурт» номинацисенче хавхалантарĕç.



26 июня 2026
14:59
Поделиться