Мускаври госпитальте пулнă
Энтĕрьелĕнче пурăнакан волонтер, Чăваш Енри СВО участникĕсен амăшĕсен комитечĕн хастарĕ Ирина Федорова ятарлă çар операцийĕнче тăракансене пулăшассине мала хурать. Нумаях пулмасть вăл Мускаври Н.Н.Бурденко ячĕллĕ çар госпитальне çитсе килнĕ. Унта нумай япала - аялти йĕм, нуски, гигиена хатĕрĕсем тата ыттине илсе çитернĕ. Паллах, хỹтĕлевçĕсемпе тĕл пулма та май килнĕ.
- Çар çыннисем гуманитари япалисене кăмăлтан йышăнчĕç, Шăмăршă округĕн гражданĕсене вĕсемшĕн чунтан тав турĕç. Çĕнтерĕве туптассинче тылрисем те тỹпе хывнăшăн питĕ савăнчĕç, - пĕлтерчĕ Ирина Борисовна.
Мускаври çар госпиталĕ валли гуманитари пулăшăвĕ йĕркелеме хутшăннă çак ушкăнсем, чăннипех те, пархатарлăх кăтартнă. Вĕсем: Шăмăршăри «Ял хĕрарăмĕсем», «Çĕнтерỹ - пирĕн енче пулать!», «Паттăрсен çемйисем» ушкăнсем, Шăмăршă тата Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕсен ачисемпе вĕрентекенĕсем.
Çакăн евĕр пулăшу хỹтĕлевçĕмĕрсене хăвăртрах сывалма ырă витĕм кỹресси куç кĕрет.
Е.ЖОЛОБОВА.