Наци паркĕнче - çĕнĕ турист маршручĕ

«ЧĂВАШ ВĂРМАНĔ» Наци паркĕнче çĕнĕ турист маршручĕ уçăлнă. Çак ырă пуçарăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов пысăк хак панă.

«Вĕçен кайăксем истори çинчен пĕлтереççĕ» маршрут паркри ытти маршрутран нумай уйрăлса тăрать. Туристсене вăрманти паççулккăсенче пурăнакансем пĕçернĕ салтак пăттипе хăналĕç, апатланнă хыççăн вĕсем çар летчикĕн Павел Прусаковăн палăкĕ патне çитсе курĕç. «Тăрна карти» куравра пурте пĕрле Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи юрăсене шăрантарĕç. Çак юрăсен сăмахĕсенче пĕр-пĕр вĕçен кайăк ячĕ пулмалла.



26 июня 2026
14:58
Поделиться