Пĕчĕк йышăн та ĕçĕ курăмлă
Шăмăршăри «Ял хĕрарăмĕсем» пуçару ушкăнĕ 5 хĕрарăма пĕрлештерет. Пĕчĕк йыш та ятарлă çар операцийĕн участникĕсем валли кĕске вăхăтрах тĕрлĕ гуманитари япали хатĕрлесе кирлĕ çĕре ăсатма ĕлкĕрет.
Людмила Саландаева акă июньте кăна 110 ытла штук аялти йĕм çĕлеме пултарчĕ, кунсăр пуçне вăл вырăн таврашĕпе арçын кĕпине те çĕлесе хатĕрлет. Марина Ложкина - дронсенчен хỹтĕленмелли тент, çак йĕркесен авторĕ пончо плащ çĕлеççĕ. Вĕсен «сылтăм аллисем» - Антонина Ларионовăпа Галина Кузнецова, çĕлемелли япаласене виçме-касма пулăшаççĕ.
Çавăн пекех пирĕн ушкăн пылак çимĕç, кириешки янтăлать, ешĕл (зелень) типĕтет. Вĕсене СВО зонине, çар госпиталĕсене ăсатсах тăрать.
Июньте хатĕр япаласене хамăр шефа илнĕ штурм бригадине (2 хутчен), Мускаври Н.Н.Бурденко ячĕллĕ çар госпитальне, Херсонри çар лазаретне, юсав бригадине, Кỹкеçри «Хамăрăн Катюша» пуçару ушкăнĕ урлă кирлĕ точкăна парса ятăмăр.
Пусма таварпа, апат-çимĕçпе пире округ çыннисем те кăмăлтан тивĕçтереççĕ. Акă çак кунсенче Шăмăршăри Татьяна Плат - аялти йĕм, нуски, сăмса тутри, чей, сахăр, конфет, печени тата ытти нумай япала, çак ялти Галина Максимова чак-чак пĕçермешкĕн пыл, аялти йĕм хатĕрлемешкĕн пусма тата ыттине те илсе килчĕç. Татьяна Петровнăпа Галина Ильинична пек вуншар-вуншар çын патриотизм кăтартать.
Пĕрлĕхре пулни вара килес Çĕнтерĕве çывхартать.
Г.Егорова,
Шăмăршăри «Ял хĕрарăмĕсем» пуçару ушкăнĕн ертỹçи.