Професси уявĕпе саламланă
ÇАК кунсенче сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансем хăйсен професси уявне паллă турĕç.
Шăмăршă район больницинче вăй хуракансене саламлама округ администрацийĕн пуçлăхĕн полномочийĕсене вăхăтлăха туса пыракан Алексендр Сатеев тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутата суйлама тăратнă кандидат Леонид Кузнецов килнĕ. Александр Иванович савăнăçлă лару-тăрура чи лайăх медработниксене Хисеп грамотипе тата Тав çырăвĕпе хавхалантарнă. Леонид Кузнецов та пушă алăпа килмен: «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Сергей Артамонов алă пуснă Тав çырăвĕ халăх сывлăхĕшĕн чунтан тăрăшса ĕçлекенсене тивĕçнĕ.