Ĕçре те, канура та - пĕрле

Пирĕн çемьере - çичĕ ача. Ывăл-хĕре мăшăрăмпа иксĕмĕр пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтаратпăр. Кашни ĕçе пĕрле сỹтсе яватпăр. Утă пухмалла-хăпартмалла-и, пахча çимĕçе çумламалла-и е кил-хуçалăхра тирпей-илем кỹмелле - аслисемпе танах кĕçĕннисем те тăрăшаççĕ. Ăшă сăмахпа е шỹтпе хавхалантарни, паллă пулăмсене - Çуралнă куна е уява - пĕрле уявлани те пире питĕ çывăхлантарать.

Туслăхра та пĕрлĕхре пулни ачамăрсене çитĕнỹ çулĕ çине тухма пулăшать. Акă аслă хĕрĕмĕр - Алина И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра программиста вĕренет, çав хушăрах Шупашкарти пĕр заводра вăй хурать. Дмитрипе Леонтий çывăх вăхăтра çар службинчен таврăнмалла, унтан Кỹкеçри 27 № професси училищинче илнĕ специальноçпа ĕçлеме пуçлĕç. Анна Кỹкеçре 10-класс программине «5»-пе шĕкĕлчесе тухрĕ. Егорпа Вероника - 8-класран, Алексей - 4-класран лайăх паллăсемпе вĕренсе тухрĕç.

Ывăл-хĕрĕмĕр - тăрăшмасăр, тар тăкмасăр ăнăçу килменнине питĕ лайăх ăнланать. Май пур таран пĕр-пĕрне пулăшаççĕ, эпир каланине итлеççĕ. Çакă - çемьешĕн чи пĕлтерĕшли.

Л.Кузнецова,

Ярăслав ялĕ.



26 июня 2026
15:11
Поделиться