Республикăра - иккĕмĕш вырăнта
ÇАК кунсенче Шупашкарта «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Ача-пăча спорчĕ» проекчĕпе шкулта вĕренекенсем валли йĕркеленĕ «Президентăн спорт вăййисен» финалĕ иртнĕ. Унта республикăри чи вăйлă çамрăк спортсменсем - Элĕк, Улатăр, Çĕрпỹ, Шупашкар тата Шăмăршă округĕсенчи шкул командисем - хутшăннă.
Шăмăршăри вăтам шкул команди - баскетбол, волейбол, сĕтел çинчи теннис, мини-футбол вăййисенче тата çăмăл атлетикăра çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ туса - «Президентăн спорт вăййисенче» иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Шăмăршăсен командине ăмăртăва Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Сергей Хафизов хатĕрленĕ.
Е.ЖОЛОБОВА.