Сентябрĕн 20-мĕшĕнче _ Раççей Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавĕ
РАÇÇЕЙ ФЕДЕРАЦИЙĔН Президенчĕ Владимир Путин 2026-çулхи сентябрĕн 20-мĕшĕнче Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавне ирттересси çинчен Указ йышăннă. Патшалăх Думине пурĕ 450 депутат, çав шутра 225-ĕшне _ пĕр мандатлă суйлав округĕсенчен, 225-ĕшне федерацин суйлав округĕнчен суйламалла пулать.