Шăмăршăсем Шупашкарти экономика форумне хутшăннă
ÇАК кунсенче Шăмăршă муниципалитет округĕн делегацийĕ Шупашкарта иртекен XVI-экономика форумĕн пленарлă ларăвĕн ĕçне хутшăннă. Кăçал вăл «Çирĕплĕх. Аталану. Технологисем» темăпа иртнĕ. Программăпа килĕшỹллĕн, технологи суверенитечĕпе, экологипе, çын капиталĕпе, аталанупа тата инвестицисемпе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă.