Шупашкарта XVI-экономика форумĕ ĕçленĕ
ЙĂЛАНА кĕнĕ йĕркепе, форум Оперăпа балет театрĕнче иртнĕ. Театр умĕнчи лапамра ятарлă выставка йĕркеленĕ.
Кăçал мероприяти «Çирĕплĕх. Аталану. Технологи» девизпа иртнĕ. Шăпах çак çивĕч ыйтусем Раççей экономикинче тĕп вырăнта тăраççĕ те ĕнтĕ. Форума Мускаври, Санкт-Петербургри, Тутарстанри, Чулхула, Самар, Ульяновск, Киров облаçĕсенчи бизнес представителĕсем, ученăйсемпе чиновниксем килсе çитнĕ. Географи тата та анлăрах - Беларусьпа Мадагаскартан та хăнасем килнĕ.
Пленарлă ларусăр пуçне, форум участникĕсем 14 дискусси площадкинче те ĕçленĕ, «Регионсем килĕштерсе ĕçлесси - чикĕсĕр» выставкăпа паллашнă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев бизнеспа, эксперт сообществипе тата влаçпа тачă çыхăнса ĕçлени ỹсĕм туса пулăшнине палăртнă. Форум пысăк ĕç валли анлă çул уçса памалла.
Мероприяти вăхăтĕнче 17 килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ, инвестицисен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 8,7 миллиард тенкĕпе танлашать. Çак укçа-тенкĕ цифрăллă инфраструктура производствине аталантарма, республикăри спорт сферине çỹллĕрех шая çĕклеме кайĕ.
Е.ЖОЛОБОВА.