Спартакиадăран - «кĕмĕлпе»
ÇАК кунсенче Шупашкарта патшалăх органĕсенче, федераци влаçĕн территори органĕсенче тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен XXIV Спартакиади иртнĕ. Хальхинче вĕсем мини-футбол вăййинче мала тухассишĕн ăмăртнă.
Шăмăршă муниципалитет округĕн команди яланхи пекех хастар пулнă: республикăра иккĕмĕш вырăн йышăннă. Саламлатпăр!