СВО участникĕсене - уйрăм тимлĕх

ГРАЖДАНСЕНЕ тỹлевсĕр медицина пулăшăвĕ памалли патшалăх гарантийĕсен программи (Программа) - çулсерен çĕнетекен документ, вăл медицинăн çĕнĕ çитĕнĕвĕсене пур çĕрте те практикăна кĕртмелли тĕп хатĕр пулса тăрать.

Программăна «Вăрăм та хастар пурнăç» Наци проектне шута илсе йĕркеленĕ. Çак документ патшалăх укçи- тенкипе усă курса медицина пулăшăвĕ памалли енсен, формăсен тата условисен переченьне палăртать.

Çỹлте асăннă Программăра 2026-çулта çапăçусен ветеранĕсене медицина пулăшăвĕ парас йĕркене анлăлатнă. СВОна хутшăнакансем тата вĕсен çемйисем пациентсен уйрăм категорийĕ шутланаççĕ. Пĕлтĕр Программăра йышăннă мерăсене (приоритетлă пуçламăш медицинăпа санитари пулăшăвĕ, анлă диспансеризаци тата ытти те) татах анлăлатнă, çавна май 2026-çултанпа медицина психологĕн консультацине те илме май пур. Кирлĕ пулсан вара ятарлă психиатри тата наркологи пулăшăвĕ те паратпăр. Вĕсемпе ятарлă çар операцине хутшăнакансем хăйсем те, мăшăрĕ те, хыпарсăр çухалнин арăмĕ те усă курма пултараççĕ. Çавăн пекех СВОна хутшăнакансене пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ панă чухне те пĕр е икĕ вырăнлă палатăсенче (кирлĕ чухне) пурăнма ирĕк параççĕ.

Пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе усă курмалли майсене ỹстересси - комплекслă тĕллев. Ăна Программăна çуллен çĕнетсе анлăлатса та, çавăн пекех Наци проекчĕсемпе патшалăх программисене тĕпе хурса та пурнăçлатпăр.

И.СМИРНОВА,

Шăмăршă район больницин тĕп врачĕ.

 



26 июня 2026
14:54
Поделиться