«Тирпей-илем - хамăршăн»
Анат Чаткас ял территори уйрăмĕн гражданĕсем кил-хуçалăха, ун таврашне, урамсене тасалăхра тытассишĕн тăрăшаççĕ. Акă иртнĕ ытларикун кунта пурăнакансем субботник ирттерчĕç. Вĕсем çулсен хĕррипе, пушă çуртсен таврашĕнче хыт хурана çулса тухрĕç. Çурт умĕсене çулса тирпейленипе пĕрлех чиркỹ çывăхĕнчи территорие те вăрăм ỹснĕ курăкран тасатрĕç.
Ушкăнпа вăй хума хаваслăрах та кăмăллăрах, ĕç те кал-кал пырать. Ял-йышшăн тирпей-илем малта тăни питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Л.ПЕТРОВА,
Анат Чаткас ял территори уйрĕмĕн начальникĕ.