Тирпей-илем пур çĕрте те кирлĕ

Тирпей-илем пур çĕрте те кирлĕ

АСАНКАССИ çыннисем кăçал ял масарне тирпей-илем кĕртессипе икĕ пуçару проекчĕ йышăннă. Малтан армак-чармак ỹсекен йывăçсене касса масар тулашне илсе тухрĕç. Халĕ «Дорстарт» ООО «Ниме - Халăх бюджечĕ» программăна малалла тăсать: кĕске вăхăтрах масар çинче пĕчĕк пỹрт туса лартнă, çĕнĕ хапха ăсталаса вырнаçтарнă. Масар патне пыракан çула чул сарса çирĕплетме тытăннă.

Кунти ĕçсемпе ял çыннисем - уйрăмах ватăсем - кăмăллă. Вĕсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарăвĕпе йĕркеленĕ «Ниме - Халăх бюджечĕ» программа ялшăн ырă ĕç нумай тума пулăшнине палăртаççĕ.

М.ВАНЮШИН.



26 июня 2026
14:53
Поделиться