Тĕттĕмри çутă пайăрки те çутатать е «хыпарсăр çухалнă» тени шанăçа çухатмаллине пĕлтермест...

Июнĕн 15-мĕшĕнче, ирех, эпир - саккăрăн (çак йышра - водитель, эпĕ, СВОра хыпарсăр çухалнă салтак амăшĕсемпе арăмĕсем) - районти «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕн çурчĕ умне пухăнтăмăр. Пире Шăмăршă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Андрей Кокуркин, Карапай Шăмăршă ял территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Вячеслав Яковлев, Карапай Шăмăршă тата Анат Чаткас чиркĕвĕсен настоятелĕ Иван Калмыков, хаçат редакцийĕн ĕçченĕсем ăшă сăмах каласа та пиллесе Дон çинчи Ростов хулине ăсатрĕç. Çапла, икĕ эрне хушши хатĕрленсе, çак хулари 522№ çар чаçне - вăрçăра вилнисене йышăнакан, вĕсен даннăйĕсене пухакан тата кирлĕ çĕре ăсатакан центра (центр приема, обработки и отправки погибших) - тухса кайрăмăр. Тĕп тĕллев: ятарлă çар опе- рацийĕнче хыпарсăр çухалнă салтаксен çемйисен чун ыратăвне çăмăллатасси, çывăх çыннисен шăпине уçăмлатасси. Шырав ĕçĕпе çула тухас шухăш Карапай Шăмăршă ял территори уйрăмĕн пуçлăхĕпе Вячеслав Яковлевпа тĕл пулнă хыççăн çуралчĕ. Вячеслав Александрович пĕр калаçура Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăнтан ятарлă çар операцийĕнче тăракансен шутне пĕлтерчĕ. Икĕ ентеш хыпарсăр çухалнине пĕлсен чунăм ыратса кайрĕ. Тỹрех çапла йышăнтăмăр:

- Марийăпа Оксанăн мăшăрĕсене пĕрлехи вăйпа шырамалла!

РФ Патшалăх Думин депутачĕпе Анатолий Аксаковпа та тĕл пултăм. Вăл 19 уйăх хушши нацистсен тыткăнĕнче тăнă СВО участникне - манăн рабочие - ирĕке тухма пулăшрĕ. Унтанпа Анатолий Геннадьевичпа тачă çыхăнура эпĕ. Ростова каяс шухăша вăл ырларĕ, пиллесе ăсатрĕ, инçе çултан таврăнсан кун пирки сỹтсе явмашкăн хăйпе тĕл пулма сĕнчĕ.

Çухалнă çывăх çыннисен кашнин - хăйне евĕр шăпа. Çул çинче эпир пĕр-пĕринпе нумай калаçрăмăр. Акă Виçпỹрт Шăмăршăран Мурманскра çар тивĕçне пурнăçланă отставкăри подводник хăй ирĕкĕпе СВОна кайнă. 2025-çулхи июлĕн 17-мĕшĕнче штурма кĕресси пирки СМС янă, унтанпа вара çыхăнăва тухман. Çар военкомачĕ извещени янă хыççăн Нина аппа - унăн амăшĕ - ывăлĕ пирки кирлĕ документ пухса, ДНК парса вĕсене тивĕçлĕ органсене çитернĕ. Чăннине пĕлес тесе, кинĕ икĕ хутчен суд витĕр тухнă. Право органĕсем салтак тыткăнра çуккине, çавăн пекех вилнисен шутĕнче маррине палăртнă. Шăллĕн шăпине уçăмлатмашкăнаякри хулара пурăнакан тетĕшĕ Дон çинчи Ростов хулине çул тытнă. Унтан - амăшĕ.

- Ывăлăма тупас шанчăкăмăр чĕрере хĕмленет, - чунне уçрĕ СВО участникĕн амăшĕ. - Хамăртан килнине веçех тăватпăр - тупăнтăр çеç. Эпĕ ывăлăмăн тухса ỹкнĕ шăл протезĕн электрон вариантне (арăмĕ ăна телефонпа ỹкерсе мана ярса пачĕ) Ростова çитернишĕн савăнтăм. Иккĕмĕш хут çула тухрăм. Ачамăн шăпине пĕлмеллех.

Çĕнĕ Чукалти Прасковьăшăн та ку иккĕмĕш çул çỹрев пулчĕ. Ывăлĕ, контрактник, 2024-çулхи çуркунне юлашки хут çыхăнăва тухнă. Çав çулхине 522 № центрта пулнă салтак амăшĕ - çар чаçĕн тата жетон номерĕсене, ДНК панă тата шырав карттине тунă пулин те, нимле результат та кĕтсе илеймен. 2025-çулхи январьте тепĕр хут ДНК панă - вăл вырăна çитнĕ, хальхинче те «совпадений нет» тесе хурав илнĕ.

Палтиелĕнчи тепĕр каччă, мобилизаци йĕркипе СВОра тăраканскер, 2025-çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнче çухалнă. Амăшĕ Светлана ывăлне тупас шанчăкпах çула тухнă.

Карапай Шăмăршăри Оксанăн мăшăрĕ 2025-çулхи декабрĕн 23-мĕшĕнче хыпарсăр çухалнă. Ун пирки даннăйсене веçех панă.

Марийăн (Çĕнĕ Тăрăн) мăшăрĕ те пĕлтĕрхи декабрьте сас пама пăрахнă.

Надеждăн (Кивĕ Шăмăршă) ывăлĕ вара 2025-çулхи май уйăхĕн пуçламăшĕнченпе хыпарсăр çухалнисен шутĕнче.

... Апат-çимĕç, пурăнмалли вырăн ыйтăвĕсене ман юлташăмсем татса пама пулăшрĕç. 522 № центртан темиçе минут утмалăх хăна çурчĕ те тупса хучĕç.

Чи хурлăхлă центрта аякран килекенсем валли корпус, унта кĕтмелли зал, апатлану вырăнĕ, медпункт, ДНК илмелли лаборатори пур. Кунтах экспертсем, следовательсем, хурал çыннисем лараççĕ. Ним те ỹкерме юрамасть, интернет япăх ĕçлет.

Инçе те яваплă çул çỹреве маларах хатĕрленни пирĕн ĕçĕмĕре çăмăллатрĕ. Сăн ỹкерчĕксем, справкăсем, çырусем, документсен копийĕсем пĕрле пулни вырăнлă. Кĕтменни те сиксе тухрĕ: Мария мăшăрĕн шырав картти (розыскная карта) центрта çук. Телее, шырав карттине центрта тутарма май килчĕ. Ыттисен докуменчĕсем йĕркеллехчĕ.

Çỹлерех асăннă ĕç хучĕсем - паллăмарлăха сирекен материалсем. Вĕсем тăрăх ку е вăл çыннăн (хỹтĕлевçĕн!) шăпине пĕлме (уçăмлатма) май пур, çавна амăшĕсемпе мăшăрĕсем питĕ лайăх ăнланчĕç.

522 № центр представителĕсемпе тĕл пулма пĕрне те çăмăл пулмарĕ. Вĕсем - направленецсем, следовательсем (çар служащийĕсене шыракан тата тупса палăртакан специалистсем). Шăпах вĕсем - хыпарсăр çухалнисен çывăх çыннисене официаллă органсемпе çыхăнтаракансем. Пĕлменлĕхпе канăçсăрланакан чĕресене тата чуна шăнăçайми ыратăва хирĕç шанăçпа çиçекен куçсем, çирĕплĕхпе тулнă этемлĕх хăвачĕ тăчĕç. Çав-çавах хĕрарăмсем йывăр лару-тăрăва чăтса ирттерме вăй-хал, чун çирĕплĕхĕ çитерчĕç. Ку - хăйне евĕр паттăрлăх!

Кашниех ăнланчĕ: пĕтĕм ыйтăва пĕр хутчен çула тухсах татса параймăн. Апла пулин те, паллăмарлăх алăкĕ уçăлчĕ, шанчăк пур! Эпир - хăш-пĕр ыйту хуравне тупрăмăр, питех те кирлĕ сведение пама пултартăмăр. Çемьесем кăткăс лару-тăрура - çывăх çыннисен шыравĕнче - пĕччен мар. Апла тăк, палăртнине пурнăçа кĕртме пулатех.

Хыпарсăр çухалнă ентешĕмĕрсен шăпи пирки хальлĕхе уçăмлăх пулмарĕ-ха. Апла пулин те, çỹлерех асăннă çул çỹревĕн усси пулчех. «Вилнисен йышĕнче çывăх çыннăм çукки вăл чĕрĕ е тыткăнра иккенне ĕненме май парать, - терĕ хĕрарăмсен пысăк пайĕ. - Çакă - ăна тупас-çăлас шанчăк пуррине пĕлтерет». Шанчăк пур тăк, шырав ĕçĕ вĕçленмен-ха.

Çỹлерех асăннă амăшĕсемпе мăшăрсем Ростова кайса килни, шырав ĕç-пуçне тĕрĕслени, тимлĕхре тытни хăех - çухалнă хỹтĕлевçĕмĕрсене шыранин малтанхи кăтартăвĕ. Пуçламăшĕ пур тăк, вĕçĕ пулатех.

Çухалнă салтаксен çемйисен, вĕсем пурăнакан ял территори уйрăмĕсен начальникĕсемпе специалисчĕсен, муниципалитет округĕн администрацийĕн, çар комиссариачĕн, Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçисен фончĕн ертỹçисем пĕрлĕхре пулсан тин, палăртнă тĕллеве пурнăçлама май пур. Çакна тума кашни ертỹçĕпе специалистăн компетентлăхĕ, оперативлăхĕ, паллах, чунлăхĕ кирлĕ. Хỹтĕлевçĕмĕрсен шăпишĕн çỹлерех асăннă ертỹлĕх çыннисен никамран ытла яваплă пулмалла.

Хыпарсăр çухалнă ентешĕмĕрсене шыраса тупмаллах. Шанчăкпа пурăнакансемшĕн пĕр уйăхран тепĕр çул çỹрев йĕркелеме палăртрăмăр. «Хыпарсăр çухалнă» тени шанăçа çухатмаллине пĕлтермест...

Ю.ТИМОФЕЕВ, хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи (Карапай Шăмăршă - Шупашкар).

Редакцирен. Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2026-çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче Çурçĕр Осети Республикин Пуçлăхĕпе Сергей Меняйлопа тĕл пулнă. Ĕçлĕ тĕл пулура Владимир Владимирович ятарлă çар операцийĕнче хыпарсăр çухалнисене шырасси питех те кирлĕ ĕç иккенне палăртнă.

 



26 июня 2026
15:00
Поделиться