«Тăван халăхăн çуклăхĕнчен, начарлăхĕнчен ан вăтанăр...»
Справка
Иван Яковлевич ЯКОВЛЕВ (1848-1930) - чăваш çырулăхне йĕркелекенĕ, чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, Чăмпĕрти чăваш шкулне уçаканĕ, педагог- демократ, çыравçă, куçаруçă.
Вĕренсе çутăлма телей тупнă чăвашсене калам. Пайсăр тăрса юлнă хăвăрăн чăваш тăван халăхне эсир пулăшса пурăнмалла; вĕсене ăçтан та пулин катаран пулăшу килĕ-ха тесе тăмалла мар. Ан манăр! Вĕсене вĕрентсе çутăлтарас ĕç пуринчен ытла сирĕн çинчех пулмалла. Эсир - вĕсен хушшинчен тухса çутăлнă çынсем. Вĕренỹлĕх пĕлсе тăракан пурлăха пуçтарса, эсир хăвăрăн халăхăр патне таврăнăр, вара патшалăхра чăн лайăх этем мĕнле пулмалли çинчен вĕсене каласа ăнлантарăр; закон çинчен тата халăх хушшинче пулмалли тỹрĕлĕх çинчен вĕрентĕр. Çакăншăн тăрăшассине эсир хăвăр çине илмелле: Эсир - çав халăх хушшинчен тухнă çынсем. Тăван халăх çуклăхĕнчен, начарлăхĕнчен ан вăтанăр: эсир вĕсем хушшинчен тухнă, ĕçлессе те вĕсемшĕн ĕçлемелле. Çапла вара эсир халăх вăйĕпе хăвăршăн пуçтарнă ăсăршăн вĕсене парăм тỹлерĕр пулать. Кĕçĕн тăванăрсем умĕнче эсир хăвăр парăмăра манманшăн халăх кăмăлĕ сире кирлĕ таран тавăрĕ. Ан манăр, çакна астуса тăрăр! Эсир хăвăр халăхăрăн чĕлхине хирĕç тăмасан халăх кăмăлне пĕтĕмпех хăвăр аллăрта тытса тăрăр. Ху чĕлхỹне пăрахманни вырăс халăхĕн ĕçне ултавлă туса сутни пулмасть вăл: аннĕрсенчен вĕренсе юлнă хăвăн тĕп чĕлхỹне пăрахмасăрах вырăсăн аслă патшалăхĕшĕн ĕçлесе тăма пулать.
(И.Я.Яковлевăн «Чăваш халăхне панă халал» кĕнеки тăрăх)