«Улăпра» марафон иртнĕ
ÇАК КУНСЕНЧЕ Шупашкар округĕнчи «Улăп» спорт шкулĕн стадионĕнче Пĕтĕм Раççейри «Спорт çĕрĕ» марафонăн регионти тапхăрĕ иртнĕ. Ăмăртăва «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Пуласлăх сывлăхĕ» проекчĕпе килĕшỹллĕн йĕркеленĕ. Программăра: паллă спортсменсен мастер-класĕ; ГТО нормативĕсене парасси; волейбол тата мини-футбол вăййисенче тупăшасси; çемье эстафети.
Шăмăршă муниципалитет округĕн команди марафонра начар мар ăмăртнă, республикăри 23 команда хушшинче вун пĕрмĕш вырăн йышăннă.