Вăрçă паттăрĕсене хисеп тунă
ИЮНĔН 22-мĕшĕнче - Асăнупа хурлану кунĕнче - Шăмăршă муници- палитет округĕнче пурăнакансем Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăр ентешсене чыс-хисеп тунă. Çак кун Шăмăршăри Çĕнтерỹ паркĕнче тата ялсенчи обелисксем умĕнче асăну мероприятийĕсем иртнĕ, вăрçăра вилнисене хисеп туса чĕрĕ чечексем хунă.
Шăмăршăра иртнĕ асăну мероприятине округ администрацийĕн пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăха туса пыракан Александр Сатеев хутшăннă.
Асăнупа хурлану кунĕ умĕн - июнĕн 21-мĕшĕнче каçхине - округри ялсенче «Асăну çурти» акци иртнĕ.
Шăмăршă муниципалитет округĕн администраци пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăха туса пыракан Александр Сатеев ертсе пыракан пирĕн делегаци Куславкка округĕнче Сăр тата Хусан хỹтĕлев сооруженийĕсене тума хутшăннисене асăнса лартнă Мемориал умне чĕрĕ чечексем хунă.
Мемориалти Ĕмĕрхи çулăм патĕнче Шăмăршă районĕн гранит стели те пур, Улатăр çывăхĕнчи хỹтĕлев сооруженийĕсене тума хутшăннă паттăр ентешсене асăнса кунта чечек çыххи хурсах тăраççĕ. Вăрçăпа тыл паттăрĕсен ырă ячĕ - ĕмĕр-ĕмĕр халăх чĕринче!
С.ИВАНОВ.