«Вĕренекенĕмсем ырă-сывă тăччăр...»

«Вĕренекенĕмсем ырă-сывă тăччăр...»

Кивĕ Шăмăршăра пурăнакан Елизавета Яковлевăна округ çыннисем педагогсен династине тăсакан пулнипе, хăй вăхăтĕнче Васан шкулĕнче тата Пионерсен çуртĕнче ташă кружокĕсен занятийĕсене ирттернипе, 37 çул хушши Васан шкулĕнче çамрăк ăрăва математика вĕрентнипе лайăх пĕлеççĕ.

Елизавета Яковлевнăна таса чунпа ĕçленĕшĕн тата пысăк çитĕнỹсем тунăшăн Шăмăршă район ĕçтăвкомĕн, Чăваш АССР Çут ĕç министерствин тата ЧР Верховнăй Совечĕн Тав çырăвĕсемпе, Хисеп грамотисемпе, «РСФСР çут ĕç отличникĕ» паллăпа, «Ĕç ветеранĕ» медальпе чысланă.

Пĕр шутласан, тивĕçлĕ канури ĕç ветеранĕн килте телевизор кăна курса лармалла пек. Çук çав, обществăра хастарлăх кăтартнă хĕрарăм алă усса лараймасть. Çулĕсене пăхмасăр (82-ре!) Елизавета Яковлева кунсерен маршрут автобусĕпе Шăмăршăри Культура çуртне çỹрет. Кунта «Веçех - çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕпе пĕрле маскировка сечĕ çыхать, ытти гуманитари япалисем хатĕрлет. Çак пархатарлă ĕçе ятарлă çар операцийĕ пуçлансанах пуçăннă вăл. Чун-чĕре ăшшипе, алă вăйĕпе янтăлакан хỹтлĕх карри хỹтĕлевçĕсен пурнăçĕшĕн, вĕсем пурăнакан вырăншăн, çар техникине сыхласа хăварассишĕн шанчăклă пултăр тесе хăйĕнчен кирлине веçех тăвать. Хастарлăхшăн Елизавета Яковлевна тĕрлĕ шайри Тав хучĕсене, «Фронта пулăшнăшăн» медале, ГСВГ 80 çул тултарнă ятпа кăларнă юбилей медальне тивĕçнĕ.

- Маншăн чи хакли - СВО участникĕсен тав сăмахĕ, пуçару ушкăнĕпе çыхнă-хатĕрленĕ япаласем вĕсемшĕн юрăхлă пулни, - тет «кĕмĕл» волонтер. - Нацистсене хирĕç кĕрешекенсен йышĕнче манăн выпускниксем те пур, вĕсем тата юлташĕсем ырă- сывă тăнинче хам тỹпе пурри мăнаçлантарать.

Зинаида СВЕКЛОВА.



26 июня 2026
15:01
Поделиться