Вăркăш урамĕнче - пысăк савăнăç
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Пуçлăхĕн «Ниме - Халăх бюджечĕ» Проекчĕпе килĕшỹллĕн, Карапай Шăмăршăри Вăркăш урамĕнчи çула чул сарса çирĕплетнĕ.
Ял çыннисем каланă тăрăх, урамри çула вăтăр çул ытла никам та юсаман, иртсе çỹреме те кансĕр пулнă. Патшалăх пулăшнипе тата çак урамра пурăнакансем тăрăшнипе, тахçанхи çутă ĕмĕт пурнăçа кĕчĕ.