«Юратнă шкулăмăр, пуçа таятпăр Санăн умăнта...»

«Юратнă шкулăмăр, пуçа таятпăр Санăн умăнта...»

Тăван шкул... Телейлĕ ачалăх утравĕ, иксĕлми пĕлỹ вучахĕ, пурнăç пуçламăшĕ... Сăмах та çитмест çак ăнлава тĕрĕс хак пама. Кунта вĕреннĕ чухне, вăл мĕн тери çывăх иккенне туйсан та, ăна хаклама пĕлеймен те эпир. Халĕ, хамăр асатте-асанне пулсан тин, тăван шкул кашниншĕн чун туртăмĕ пулса тăнине ăнлантăмăр.

Этемлĕхĕн чи ырă енĕсене пирте ăша хывма тăрăшнă вĕрентекенсем, иккĕмĕш атте-анне вырăнĕнче пулнă класс ертỹçисем пулăшнипе, паллах, хамăра пурнăç панă çыннăмăрсен пилĕпе эпир - Анат Чаткас тата Тури Чаткас çамрăкĕсем - 1981-çулта тăван шкултан вĕренсе тухрăмăр. Пирĕн юлташăмăрсенчен темиçен 8-класс хыççăн училище-техникумра алла специальность илчĕ, ыттисем вĕренĕве тăван кĕтесрех тăсрĕç. Пурĕ 30-ăн юратнă вĕренỹ учрежденийĕнче пĕлỹ пухрăмăр эпир.

Вĕçен кайăк чĕпписем пек, çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесне - Шупашкарпа Чăмпĕртен пуçласа Питĕр таранах салантăмăр, кăмăл туртнипе суйланă профессие алла илтĕмĕр. Яшсем Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçларĕç; Борис Петровпа Владимир Козлов (чунĕсем канлĕхре пулччăр) Афганистан вăрçинче те шăранчĕç.

Кам кăна çук пирĕн хушăмăрта! Механизатор, ветери- нари фельдшерĕ, педиатр, экономист, бухгалтер, сутуçă, художник, учитель, воспитатель, журналист, энергетик, инженер, çĕвĕç, повар, пекарь, полиграфист... Ертỹлĕх ăсталăхĕпе палăракан Римма Алиуллова - муниципалитет служащийĕнче, Валерий Юнкеров - ЛТЦ начальникĕнче тăрăшрĕç; Анатолий Майоров акă «Рассвет-ОВАС» ООО-н генеральнăй директорĕ. Татьяна Мартынова, Надежда Угасина, Ирина Мартынова, Людмила Новая, Зоя Зиновьева, Галина Козлова, çак йĕркесен авторĕ - ĕç ветеранĕсем. Кашнийĕ - пурнăç тĕллевне тупнă, халăхшăн кирлĕ çын. Ял хуçалăх производствинче вăй хунă (халĕ ĕçлекен) Валерий Кузьмин (йывăр тăпри çăмăл пултăр), Людмила Афанасьева, Альбина Леонтьева ветеринари ĕçченĕсем, Зоя Зиновьева бухгалтер, Галина Козлова бухгалтер (хресчен (фермер) хуçалăхне те ертсе пычĕ), Надежда Еремеева агроном, çỹлерех асăннă Владимир Козлов механизатор, Людмила Новая строитель, Анатолий Степанов разнорабочи, чăннипех те, мухтава тивĕç! Акă Ирина Мартыновăпа Наталия Воробьева - волонтерсем, хальхи вăхăтра ятарлă çар операцийĕнче тăракансене пулăшассинче вышкайсăр пысăк тỹпе хываççĕ. Халĕ эпир - пенсионерсем, мăнуксене воспитани парассинче тĕп вырăнта. Пĕр сăмахпа, çемье тĕрекĕ.

Пĕр класра вĕреннисемпе эпир кашни 5 çултан тĕл пултăмăр. Çак кунсенче вара, 17-ĕн пухăнса, шкулпĕтернĕренпе 45 çул çитнине пĕрле паллă турăмăр. Малтанах юратнă шкулăмăра çитсе куртăмăр. Ун сăн-сăпачĕ çĕнелсе илемленнĕ пулин те, пирĕн чун хурланчĕ. Сăлтавĕ - вĕренỹ учрежденийĕ халь-халь хупăнассинче. Ним те тăваймăн, ача шучĕ сахал, ял ватăлать...

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умĕнче пуç тайрăмăр. Çавăн пекех икĕ ял масарне те çитсе килтĕмĕр, хамăр- тан уйрăлса кайнă юлташăмăрсен тата юратнă вĕрентекенĕмĕрсен вил тăприйĕсем çине чĕрĕ чечек хутăмăр.

Уява Шăмăршăри пĕр кафере тăсрăмăр. Чуна ăшăтакан аса илỹсен авăрĕнче, асамлă ачалăх тĕнчинче пултăмăр. Шкул юррисене шăрантарса килентĕмĕр, ташларăмăр, кăмăл туличчен пуплерĕмĕр, пĕр-пĕринпе яланах çыхăну тытма тупа турăмăр.

Паллах, пурнăç çулĕ çине тухма ăс-хакăл панă ВĔРЕНТЕКЕНĔМĔРСЕНЕ чи ăшă туйăмпа аса илтĕмĕр. Вĕсем: пирвайхи учительсем - Илья Алексеевичпа Вера Алексеевна Воробьевсем, Лилия Яковлевна Кузьмина, класс ертỹçисем - Татьяна Васильевна Чиняева, Владимир Сергеевич Филиппов, Петр Васильевич Синелев, уйрăм предметпа вĕрентнисем - Зейдулла Зейнуллович Идрисов, Мария Ивановна Телюкова, Федор Захарович Тяпушов, Александр Сергеевич Кириллов, Владимир Ильич Тихонов, Анатолий Николаевич Кузьмин, Юлия Александровна Воробьева, Галина Алексеевна тата Сейдаш Литвеевич Ахметовсем, Фаина Алексеевна Тазетдинова, Вячеслав Валерьянович Терентьев, Роман Семеновичпа Минзифа Хайрласовна Хуснутдиновсем, Алия Зиатдиновна Араева, Светлана Николаевна Захарова, Лидия Васильевна Капчикова, Олег Михайлович Шайкин, Иван Борисович Сафин... Питĕ шел, нумайăшĕ халь пирĕнпе юнашар çук ĕнтĕ. Апла пулин те, вĕсен çутă сăнарĕсем чĕремĕрсенче упранаççĕ.

Тăван шкулта ăс пухнă вăхăт - пурнăçăмăрăн чи пĕлтерĕшлĕ тапхăрĕ. Вăл пире ырăпа усала уйăрма, тĕрлĕ енлĕ аталанма, йывăрлăха çĕнтерсе малалла талпăнма, халăхшăн усăллă пулма çул уçса пачĕ. Савăнатпăр эпир обществăшăн кирлĕ çын пулнишĕн. Çакă вăл - телейлĕ шăпа палли.

Зинаида ВОРОБЬЕВА,

Анат Чаткас вăтам шкулĕн 1981-çулхи выпускникĕ, ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.



26 июня 2026
15:13
Поделиться