Акара - авăн, Акатуйра - савăн!» - çапла пехилленĕ пире мăн асаттесем
ИРТНĔ шăматкун Шăмăршăри ипподромра халăх тахçантанпах кĕтекен ĕçпе юрă тата спорт уявĕ - Акатуй пулчĕ. Çĕнетсе илемлетнĕ ипподром территорийĕ округра пурăнакансене тата хăнасене çав тери тарават кĕтсе илчĕ. Тĕплĕнрех Акатуй «шăпчăкĕсем» - «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат жур- налисчĕсем - каласа парĕç. Вĕсем ир пуçласа Акатуй саланичченех блокнотпа тата фотоаппаратпа çỹрерĕç, ларса канмасăр уяв репортажĕ хатĕрлерĕç.
И мĕн пу ян, тăван ? - сывлăх пу ян
БЛОКНОТĂН юлашки страници таранах çырса тултартăм пулин те, чи асра юлнă самантсене сăмахпа каласа парас килет.
Çакна асăрхарăм: уява килнисем чăн малтан вун-вун лавкка патне мар, Акатуй лапамне вырнаçнă пысăк чатăр еннелле утрĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ «Сывлăх патне - утăм» проект паян çĕнĕ вăйпа ĕçлеме пуçларĕ. Шăмăршă район больницин тухтăрĕсем комплекслă диагностика сĕнеççĕ: юн пусăмне виçеççĕ, юнри сахăр тата холестерин хисепне тĕрĕслеççĕ, çын йывăрăшне виçсе спортпа туслă пулма канаш параççĕ. Тỹлевсĕр медицинăпа çак кун 200 ытла çын усă курчĕ. Район больницин тĕп врачĕ Ирина Смирнова сĕннипе, эпĕ те сывлăха тĕрĕслеттертĕм. Юн пусăмĕ 130х80 мм пулни - çулăма кура - япăхах мар. Сахăр хисепĕ те - ирпе апат çинине шута илсен - 5 ммоль/л-тан иртмен. Холестерин та - 5,0 ммоль/л-тан каярах.
- Вăрăм ĕмĕрлĕ пулăр! - çапла йăл! кулса, ырă сунса кăмăла çĕклерĕç сывлăх сыхлавçисем.
Ăста специалистсем - терапевт, невролог, гинеколог, нарколог йышăнăва пынисене усăллă сĕнỹ парса хавхалантарчĕç, хăшне-пĕрне больницăна тухтăр патне пыма йыхравларĕç. «Сывлăх патне - утăм» проектпамобильлĕ диагностика пункчĕ округри кашни ялах çитĕ, тухтăрсем хăçан пырасси пирки маларах пĕлтерсе тăрăпăр.
«Килт ĕм хăнана - пĕрле савăнма»
ЙĂЛАНА кĕнĕ йĕркепе Шăмăршă Акатуйне шурă Шупашкартан та, кỹршĕллĕ округсенчен те, Тутарстанпа Чĕмпĕр тăрăхĕнчен те йышлă хăна килет.
Акă паян та Акатуй халăхĕ «Гостехнадзорăн» Чăваш Республикинчи патшалăх инспекцийĕн пуçлăхне Владимир Димитриева, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене Валерий Антоновпа Олег Мешкова, Чăваш Ремпубликин конкурент политикипе тариф енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертỹçине Сергей Егорова, Беларусь Республикинчен килнĕ Василий Руколь профессора, «Строймашсервис» ООО директорне, Шупашкарти ентешлĕх председательне Радимир Егорова тата ытти хăнана çав тери ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Округ администрацийĕн пуçлăхĕн полномочийĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Александр Сатеев хăна нумай килнишĕн чунтан савăнать: эппин, шăмăршăсене хисеплеççĕ, юратаççĕ, пирĕн енчи талантсене пысăка хурса хаклаççĕ.
Вĕл вĕлк ĕш, Акатуй Ялавĕ!
ЧИ пысăк чыса - Акатуй-2026 ялавне çĕклеме - кăçал Шăмăршăри Александр Егоров фермер, «Туслăх» спорт шкулĕн воспитанникĕ, дзюдо енĕпе Атăл çи Федераци округĕнчи студентсен лигин призерĕ, самбо тата дзюдо енĕпе Чăваш Республикин чемпионачĕсен çĕнтерỹçи Антон Кудряшов тата централизациленĕ клуб тытăмĕн сасă режиссерĕ, культура аталанăвĕшĕн 20 çул ытла чунтан тăрăшакан Василий Мартыновский тивĕç пулчĕç.
«Как ты хороша, родная Шемурша,
Когда кругом такой народ живет», -
чун-чĕрене çĕклесе янăрать Акатуй лапамĕнче Шăмăршă муниципалитет округĕн гимнĕ. Уçă çил халăх юратакан çак юрра таçта инçене салатать, уяв илемне çĕклет...
Малтисене - чыс та хисеп !
РАÇÇЕЙ ФЕДЕРАЦИЙĔН тата Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕсем мăнаçлăн та чуна хумхантарса янăранă хыççăн Акатуй официаллă уçăлни çинчен пĕлтерчĕç. Тăван округ халăхнеШăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочийĕсене вăхăтлăха туса пыракан Александр Сатеев уяв ячĕпе чунтан саламларĕ. Александр Иванович - çĕр ĕçченĕсен çитĕнĕвĕсене палăртнипе пĕрлех - ĕçре малти пыракансене чĕререн тав туни çинчен те пĕлтерчĕ.
- Пирĕн Шăмăршă тăрăхĕ туслă халăхсене пĕрлештерет, - терĕ Александр Сатеев. - Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕпе Чăваш Енри халăхсен туслăхĕн çулталăкĕнче пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнни тата ĕçлени пире ỹсĕм хыççăн ỹсĕм тума пулăшĕ.
«Гостехнадзорăн» Чăваш Республикинчи патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕ Владимир Димитриев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Олег Мешковпа Валерий Антонов, «Строймашсервис» ООО директорĕ Радимир Егоров, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин малтанхи сасăлавĕн çĕнтерỹçи, Патăрьел округĕнчи малта пыракан фермер Леонид Кузнецов, хамăрăн ентеш, республикăри паллă хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи Юрий Тимофеев тата ытти хăнасем Шăмăршă Акатуйне килнисене тата вĕсем урлă - округри кашни çыннах - çĕр ĕçченĕн çулталăкри чи чаплă уявĕ ячĕпе хĕрỹллĕн саламларĕç.
Ĕçре тата общество пурнăçĕнче ырă тĕслĕх кăтартакансем хаклă парне илме тивĕçрĕç. Паллах ĕнтĕ, чăн малтан çур аки паттăрĕсене чысларĕç.
500 гектар ытла çĕр çинче ял хуçалăх культурисем çитĕнтерекенсем хушшинче Шăмăршăри Александр Егоровăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ - пĕрремĕш, Пуянкассинчи «Колос» Агрофирма» ОООпа Анат Чаткасри Елена Пондяковăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ - иккĕмĕш, Виçпỹрт Шăмăршăри «Победа» ООО виççĕмĕш вырăн йышăннă.
500 гектар таран çĕр çинче çур аки ирттернĕ Карапай Шăмăршăри Владимир Алексеев хресчен (фермер) хуçалăхĕ пĕрремĕш вырăна тухни çинчен пĕлтерчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта - Карапай Шăмăршăри Татьяна Ивановăпа Пуянкассинчи Надежда Угаринăн хресчен (фермер) хуçалăхĕсем. Александр Егоровпа Владимир Алексеева çĕр ĕçченĕн чи пысăк наградипе - Кубокпа чысларĕç, малта пыракансене çавăн пекех округ администрацийĕн Хисеп грамотипе хавхалантарчĕç.
Çĕр улми çитĕнтерес тĕлĕшпе пурне те ырă тĕслĕх кăтартакан фермер - Анат Чаткасри Андрей Юнкеров - округ администрацийĕн Хисем грамотине тивĕçрĕ.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи çитĕнỹшĕн малти аиçĕ вырăна çак фермерсем пайларĕç: Карапай Шăмăршăран - Олег Хлюкин, Пуянкассинчен - Геннадий Макаров, Шăмăршăран - Александр Егоров. Виççĕшне те округ администрацийĕн Хисеп грамотипе чысларĕç.
Ял хуçалăхĕнче нумай çул хушши чун- тан тăрăшса ĕçленĕшĕн Пулмантăш фермерне Валерий Симурзина, Елена Пондякова хресчен (фермер) хуçалăхĕн механизаторне Николай Ильина, Александр Егоров хресчен (фермер) хуçалăхĕн механизаторне Николай Тихонова - Хисеп грамотипе, Хĕрлĕ Васан паççулккинчи Василий Павлов хресчен (фермер) хуçалăхĕн поварне Надежда Герасимовăна, Александр Егоров хресчен (фермер) хуçалăхĕн механизаторне Руслан Кудряшова, Геннадий Макаров хресчен (фермер) хуçалăхĕн бухгалтерне Владислав Кузнецова, Анат Чаткасри - Петр Майоров, Шăмăршăри - Алексей Мердеевпа Андрей Миронов фермерсене, Палтиелĕнчи Фазулла Рахматуллов хресчен (фермер) хуçалăхĕн трактористне Ильнур Тепитова, «Колос» Агрофирма» ООО поварне Анастасия Цыгановăна, «Победа» ООО меха- низаторне Дмитрий Яковлева округ администрацийĕ Тав çырăвĕпе хавхалантарчĕ.
Наградăсем тата та пулчĕç: Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, Ял хуçалăх министерствин, «Гостехнадзорăн» Чăваш Республикинчи патшалăх инспекцийĕн, Шупашкарти ентешлĕхĕн Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсене чи хастар çынсем тивĕçрĕç.Ятарлă çар операцине пысăк пулăшу паракан ентешсене те Тав çырăвĕпе хавхалантарчĕç.
«Пĕрлĕхлĕ Раççей » партие кĕни - пысăк чыс»
ÇАК сăмахсене Шăмăршăра пурăнакан Гелия Хамдеева волонтер хăйне «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти ретне кĕнĕ ятпа саламланă чух чунтан хумханса каларĕ. Гелия СВО пуçланнăранпах хăйĕн автомашинипе пирĕн боецсем патне гуманитари пулăшăвĕ леçет, çак ĕçе вăл патриотизм туйăмĕпе, чунĕ хушнипе тăвать.
Акатуй территорийĕнче волонтер- сем çар служащийĕсем патне ăсатакан продукци выставкине йĕркеленĕ. Çак япаласен шутĕнче - маскировка сечĕ, окоп çурти, дронсенчен хỹтĕленмелли утиял, чун сыхлавĕн браслечĕ, алса-чăлха, госпиталь минтерĕ, бандаж, эвакуаци наççилкки тата ытти те. Шăмăршă округĕнче пурăнакансем - Раççейри мĕн пур халăхпа пĕрле - фронта вăй çитнĕ таран пулăшаççĕ, хăйсен хастар ĕçĕпе Çĕнтерĕве çывхартма хутшăнаççĕ.
Ăмăртар-и, вăй ви Çер-и - кам-ха юлĕ паттăра?
АКАТУЯ спорт ăмăртăвĕсем тата та илемлетрĕç, пуянлатрĕç. Эпĕ - лаша спортне юратаканскер - урхамахсен ăмăртăвне чунтан хумханса пăхрăм.
Пурĕ 15 рысак - Шăмăршăпа Патăрьел округĕсенчен, кỹршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрел районĕнчен - хутшăнчĕ ăмăртăва. Пĕрремĕш вырăна Патăрьел округĕнчен килнĕ Лоцман (наездникĕ - Сергей Кузнецов) йышăнчĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Анат Чаткасри Петр Майоровăн Краса Бруклина урхамахĕ (наездникĕ - Александр Макси- мов), Карапай Шăмăршăри Илья Хлюкин фермерĕн Чацкий лаши виççĕмĕш вырăна тухрĕ (наездникĕ - Илья Хлюкин).
Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвĕ те питĕ хĕрỹ иртрĕ, чи пысăк парнене - такана - Шăмăршă паттăрĕ Александр Масленников çĕнсе илчĕ.
Хĕрсен ăмăртăвĕ те кăмăла çĕклерĕ, кунта Милана Борзовăпа Татьяна Сине- лева мала тухрĕç.
Армрестлинг вăййинче - Риназ Мустафин (Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Шланка ялĕ) тата Наталия Тимошкина (Карапай Шăмăршă ялĕ), мини-футбол вăййинче - Шăмăршăри «Шемурша» кăманда, волейбол вăййинче - «Шемурша» команда, çăмăл атлетика стартĕнче - Шăмăршăри Константин Гладковпа Настя Васильева, эстафетăра - Шăмăршă вăтам шкулĕн команди çĕнтерỹçĕ пулчĕç.
Шăчă тăрăх улăхса Шăмăршăри Дмит- рий Брусов парне çĕнсе илнине те куракансем хыттăн алă çупса саламларĕç.
Оргкомитет спорт ăмăртăвне ирттерме пулăшнă хисеплĕ çынсене - Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутата суйлама кандидата тăратнă Радимир Егоровпа Леонид Кузнецова, çавăн пекех «Искра» СХПК ертỹçине Алик Алеева - чĕререн тав тăвать.
Ив.САЛАНДАЕВ.