Акци вăй илет
Вулакансем ас тăваççех ĕнтĕ. Пĕр номерте эпир хаçат редакцийĕ «Салтаксене - милĕк» акци йĕркелени çинчен çырнăччĕ. Мĕн тетĕр, ку пĕлтерĕве вуласанах Шăмăршăри Геннадипе Зинаида Шерниковсем çывăхри вăрман хĕррине çул тытнă. Кунти хăй тĕллĕн шăтса тухнă çамрăк хурăнсен тураттисене касса милĕк çыхнă. Çав куннех Геннадий Семенович хурçă «учĕпе» пире 11 мăшăр тăп-тăпăлкка çыхнă милĕк кỹрсе пачĕ. Хурăн милĕкне пушă пỹлĕме типĕтме çакрăмăр.
Пĕр-икĕ кунтанах пирĕн патăмăра Ираида Пыркина хăй машинипе çитсе чарăнчĕ. Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин вырăнти уйрăмĕн ертỹçи пире халь-халь гуманитари тиевĕн машини çула тухассине пĕлтерчĕ. Ираида Петровнăран эпир Шерниковсен милĕкне парса ятăмăр.
Çак кунсенче гуманитари пулăшăвĕ вырăна - Луганск Халăх Республикине - çитнĕ. Хỹтĕлевçĕмĕрсем ытти япалапа пĕрле милĕке те хапăл тунă. Милĕк хатĕрлекенсене вĕсем тав сăмахĕ каланă, Çĕнтерỹпе таврăнма шантарнă.
Юнкун редакци çуртне Кивĕ Чукалти Владимир Малеев икĕ çĕклем кĕртсе пачĕ.
- Кусем - Ирина Малеевăпа Ели- завета Борзова çыхнă милĕксем. Кунта 20 мăшăр. Хăйсем пушă мар, маскировка сечĕ çыхаççĕ, - терĕ вăл. - Ирина Витальевнăпа Елизавета Владимировна мунча парнипе пĕрлех салтакăмăрсене салам çитерме ыйтрĕç тата вĕсене нацистсене хăвăртрах çĕнтерсе таврăнма ырлăх-сывлăх сунчĕç.
Шăмăршăсемпе кивчукалсен пуçарулăхĕ ыттисемшĕн те ырă тĕслĕх пуласса шанатпăр.
З.ВОРОБЬЕВА.
Редакцирен. «Салтаксене - милĕк» акци малалла пырать. Ентешĕмĕрсене акцие хастар хутшăнма чĕнетпĕр. Кашни кил-хуçалăхран пĕр мăшăр парсан та, гуманитари пулăшăвĕлĕх милĕк округĕпе самаях пухăнĕ.
Кăçалхи тата пĕлтĕрхи милĕке редакци çуртне çитермелле.